Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çулталăк инженерĕ 2023» конкурса 339 заявка килнĕ

Кăçал конкурса хутшăнма пӗлтӗрхинчен 60 заявка ытларах панӑ.

Куçăн мар тура хутшӑннӑ 339 заявкăран 109 çыннӑн ӗçне суйласа илнӗ. Кун пирки ноябрӗн 23-мӗшӗнче ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш çумӗ, конкурсӑн йĕркелӳ комитечĕн председателӗн çумĕ Родион Карпов пĕлтернĕ.

«Кӑçал эпир конкурспа ытларах интересленнине куртăмӑр. 68 производство компанийӗпе аслӑ пӗлӳ паракан организацисенчен 339 заявка илтӗмӗр. Экспертиза пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх куçӑн тура 116 заявка суйласа илтĕмĕр, вӗсенчен 7 çын хӑйӗн çитӗнӗвӗсене темиçе номинацире тӑратнӑ, çавăнпа финала 109 çын хутшăнать», — пĕлтернӗ Родион Карпов.

Ноябрӗн 30-мӗшӗнче финалистсем валли семинар иртет, ун шайӗнче пленарлӑ сесси, мастер-классем, тренингсем пулаççĕ. Декабрӗн 1-мӗшӗнче вара «Корстон» суту-илӳпе кану комплексĕнче конкурсантсем хӑйсен инженерири çитӗнӗвӗсемпе паллаштарӗç, пӗтӗмлетӳ тӑрӑх çӗнтерӳçӗсене палӑртӗç.

Сăнӳкерчӗк mpt.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество