Çулталăк пуçланнăранпа 13 çын шывра путнă
2026 çул пуçланнăранпа Тутарстанра шыв-шурсем çинче 21 инкек пулнă. 13 çын шывран ишсе тухайман, тепӗр 15-шне çăлнă.
Паянхи кун тӗлне республикăра шыва кӗме юрăхлă 55 пляж пур, анчах инкексем ытларах шыва кӗме юрăхлă мар вырăнсенче шыва кӗрекенсемпе пулаççӗ. Июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне шыв-шурсенче 13 çын путни сахал мар. Çавăнпа, юлташсем, шывăн турачӗ çуккине ан манăр.
Çаплах Тутарстанра пӗчӗк кимӗ-карапсемпе кăçал 8 инкек пулнă. Вӗсенче 7 çын вилнӗ, тепӗр 7-шне çăлса ӗлкӗрнӗ, кун çинчен РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Денис Макеев пӗлтернӗ. Статистика кимӗ-карапсемпе те савăнтармаллиех мар. Вӗсемпе çыхăннă инкексен шучӗ пӗчӗк марри чăн малтан кун йышши шыв транспорчӗсем йышланнипе тата вӗсене пăхса тăрас йӗркене пăснипе çыхăннă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа кăна эксплуатаци йӗркине пăснă 166 тӗслӗхе шута илнӗ. 18 кимӗ-карапа ятарлă стоянкăнах вырнаçтарма тивнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев