Çулталăк пуçланнăранпа тин çуралнă ачасем валли 244 парне панă
Çӗнӗ çулăн икӗ уйăхӗ хушшинче Тутарстанра пурăнакан çемйесенче тин çуралнă ача валли 244 парне комплектне, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансен 68 çемйине, панă. Кун пирки ТР Ӗçпе ӗçлех тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Парне пуххисене пӗр çын пуçне тивекен вăтам тупăш республикăн пурăнмалли минимумӗнчен пӗчӗкрех çемьесенче ача çуралсан роддомран кăларнă кун параççӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тăрăх, парне комплектне чи кирлӗ япаласем кӗреççӗ: комбинезон-трансформер, минтер-кокон, кăçатă, утиял, ача-пăча подгузникӗсем, тумтир, кипке, кӗпе çумалли порошок, темиçе тӗрлӗ супăнь, гель-шампунь тата ӳт-пӳ валли крем.
Ача-пăча валли ятарлă комплекта парасси «Çемье» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев