Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 57 ача çухалнă
2026 çулăн çур çулӗнче кăна республикăра 57 ача (5-шӗ июльте), çухалнă, ытларах – 15-18 çултисем. Тӗп сăлтавӗ – ашшӗ-амăшӗпе пӗр чӗлхе тупайманни.
Асăннă çак 57 ачаран 42-шӗ – килтен, 15-шӗ ача çурчӗ, приют, больница, шкул пек патшалăх учрежденийӗсенчен тухса кайнă та таврăнман. Нумай чухне ашшӗ-амăшӗпе тавлашнипе, аслисем пӗр-пӗр япала илсе пама килӗшменнипе е ача хăйне çитӗнсе çитнӗ пек туйнипе пулать ку, тесе пӗлтернӗ ТР ШӖМӗн çул çитменнисен ӗçӗпе ӗçлекен подразделенисен ӗçне йӗркелекен уйрăмăн ертӳçи Евгения Боброва ТР Шалти ӗçсен министерствинче журналистсемпе тӗл пулсан. Нумай пулмасть пӗр ача хăйне çӗнӗ телефон илсе паманнипе килтен тухса кайнă та çӗрӗпе урамра çӳренӗ хыççăн юлташӗ патӗнче çӗр каçнă. Нумай чухне кун пек ачасене полици 1-2 кунрах тупса киле тавăрать. Енчен 10 кунра та тупăнмасан федераллă шырава параççӗ.
Тутарстанра çулталăкра çухалнă 138 çынран 116-шне тупнă. Тӗслӗхрен, кăçал февраль уйăхӗнче присыпка туянма тесе аптекăна тухнă 30-ти хӗрарăм çухалнă. Темиçе минутлăха кăна тухнă хӗрарăма мăшăрӗпе пӗр уйăхри пепки кӗтсе илеймен ун чух. Çамрăк аннен виллине кайран Ешӗлвар районӗнчи вăрман посадкинче тупнă.
Пӗтӗмпе вара паянхи кун тӗлне республикăн шырава панă 1,5 пин çынни ăçта пулни паллă мар, хăшӗ-пӗрин çинчен 1990-мӗш çулсенченех хыпар çук. Çынсем ытларах эрех ӗçнипе, психика чирӗсемпе аптранипе е юта ӗçе кайнипе тата çыхăну татăлнипе çухалаççӗ. Сăмах май, çул çитмен ача ашшӗ-амăшӗ телефонне туртса илнипе çапла хăтланать тепӗр чух. Йӗрке хуралӗ ашшӗ-амăшне телефона ачаран турса илме хушмасть, мӗншӗн тесен çумӗнче телефонӗ пулсан ăна тупасси çăмăлрах.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев