Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра аварисенче 14 çын вилнӗ

Хирӗç çул çине тухни, дистанцие пăхăнманни, çăмăлттайлăх – аварисен тӗп сăлтавӗсем пулнине Патшалăх автоинспекцийӗн республикăри управленийӗн ертӳçи Рустем Гарипов январӗн 13-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире каласа панă.

«Паянхи кун тӗлне, январь уйăхӗн пӗрремӗш кунӗсенче Тутарстан çулӗсем çинче 14 çын вилнӗ. Пӗлтерхи кăтартусемпе танлаштарсан аварисенче вилекенсен шучӗ икӗ хут ӳснине каласа хăвармалла. Пурӗ çак вăхăт хушшинче 68 инкек пулнă, 82 çын аманнă», – пӗлтернӗ Рустем Гарипов журналистсене.

Пӗлтӗр çуран çӳрекенсем хутшăннипе 885 авари пулса иртнӗ, вӗсенче 64 çын вилнӗ, 865 çын аманнă. 60 çултан аслăрах ватă çынсемпе çул çинче 240 инкек пулнă, вӗсенче 216 çын шар курнă.

ТР тӗп автоинспекторӗ çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен ачасемпе кăна мар, ватă тăвансемпе те калаçмалине каласа хăварнă. Вӗсемпе пӗрле лавккана, почта тата ытти çӗре кайса çул урлă ăçта тата мӗнле каçмаллине тата хăш участоксене уйрăмах тимлӗх уйăрмаллине ăнлантарса пама хушрӗ. Юлашки вăхăтра вӗсем çул-йӗр правилисене пăхăнманни сисенет.

Рустем Гарипов каланă тăрăх, ятарлă креслăсем, хăрушсăрлăх ременӗсем, çутта тавăракан элементсем пӗр пурнăçа çеç мар çăлса хăварнă.

Çанталăк пăсăлсан водительсене кун пек чухне икӗ хут тимлӗрех пулма, хăвăртлăх режимӗпе дистанцие пăхăнма сӗннӗ вăл.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасные дороги безопасность Госавтоинспекция