Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра çулсем çинче 40 çын вилнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра çулсем çинче 40 çын вилнӗ

Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çул-йӗр инкекӗсенче вилекенсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ.

 Январь уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 8-мӗшӗччен республикăра пулнă 228 çул-йӗр инкекӗнче 40 çынна çухатнă эпир, тепӗр 300-шӗ аманнă. Кун çинчен ТР Министрсен Кабинетӗнчен паян иртнӗ брифингра республикăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов пӗлтерчӗ.

Статистика чăнах та шухăшлаттарать. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, инкексен шучӗ республикăра 11-ре чакнă пулсан та вилекенсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ. Пӗлтӗр çак вăхăтра çул-йӗр аварийӗсенче 17 çын вилнӗ пулнă.

Инкексен тӗп сăлтавӗ – васкани. Умри машинăран иртсе каяс тесе хирӗç çул çине тухнипе пулнă 31 аварире 12 çын вилнӗ пирӗн, тепӗр 53-шӗ аманнă. Айăп пур чухне те водительте кăна мар, çуран çӳрекенӗн çăмăлттайлăхӗнче те. Çул-йӗр аварийӗсен пӗрре виççӗмӗш пайӗ шăпах çуран çӳрекенсемпе çыхăннă. Кун пек инкексем, тӗпрен илсен, çул урлă çуран каçма юраман вырăнсенче, тӗттӗм вăхăтра е çутă çителӗксӗр çулсем çинче пулаççӗ. Кăçал январь уйăхӗнче çакнашкал 46 аварире 3 çын вилнӗ, 46-шӗ аманнă. Вăрçăсăр та çухатусем пысăк пирӗн ав, çул çине тухнă водительсемпе çуран çӳрекенсем кун çинчен манас марччӗ те вӗт пирӗн.

Тепӗр сăлтавӗ – руль умне ӳсӗрле ларни. Ӳсӗр водителе пула 8 авари пулма ӗлкӗрнӗ кăçал. Вӗсем 4 çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă, тепӗр 10-шне амантнă. Тен, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн закон ытла çемçе пулнипе çыхăннă ку? 1,5 – 2 çула машинăпа çӳреме чарнипе 45 пин тенкӗ штраф тӳлеттернипе кăна çырлахмалла мар? Чăн та, иккӗмӗш хут лексен 3 çула ирӗкрен хăтарма, машинине конфискацилеме пултараççӗ-ха. Ку та хăратмасть пулмалла хăшне-пӗрне, 2025 çулта, тӗслӗхрен, 364 водитель енӗпе машинине конфискацилесе уголовнăй явап тыттарма приговор йышăннă. Ман шутпа, ӳсӗрле пӗрре авари тунă çынна машина çине урăхран вуçех те лартмалла мар.


Происшествия

Нет комментариев