Çулталăк студенчӗ тӗнчери хуть хăш аслă шкулта вӗренме пултарать
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк студенчӗ тӗнчери хуть хăш аслă шкулта вӗренме пултарать

«Çулталăк студенчӗ» Гран-прие тивӗçекен студент 2011 çулта ТР Раисӗ палăртнă «Алгарыш» программăпа тӗнчери хуть хăш аслă шкулта та вӗренме ирӗк илет.

Тутарстанра декабрӗн 2-мӗшӗнчен «Çулталăк студенчӗ – 2025» регион конкурсӗн куçăн тапхăрӗ пуçланчӗ. Куçăн мар тапхăрӗнче çӗнтернӗ аслă шкул студенчӗсем икӗ эрнере конкурс ӗçӗсене пурнăçлӗç. Вӗсен пултарулăхне 20 номинаципе хакласа çӗнтерӳçӗсене палăртаççӗ.

Çӗнтерӳçӗсем декабрӗн 27-мӗшӗнче паллă пулаççӗ,шăпах çак кун чыслаççӗ вӗсене. Лауреатсене студентсемпе çамрăксен проекчӗсен кадрӗсен резервне, Гран-прие тивӗçнине ТР Раисӗн кадрсен резервне кӗртеççӗ.


общество

Нет комментариев