«Çулталăк воспитателӗ – 2024» конкурсăн зонăри тапхăрӗсем иртеççӗ
«Çулталăк воспитателӗ — 2024» республика конкурсӗн зонăри тапхăрӗ пуçланнă, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.
Конкурс икӗ номинаципе — «Çулталăк воспитателӗ» тата «Тăван чӗлхепе воспитани паракан тата вӗрентекен ушкăн воспитателӗ» — иртет. Зонăри тура конкурсăн муниципаллă тапхăрӗнче çӗнтернисем тата призерсем хутшăнаççӗ.
Зонăри тапхăрсем 12 муниципаллă районта шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен никӗсӗнче иртеççӗ.
Паянхи кун тӗлне Пăва (февралӗн 1-мӗшӗнче), Саба (февралӗн 2-мӗшӗнче) тата Актаныш (февралӗн 5-мӗшӗнче) зонăри тапхăрсем иртнӗ те ӗнтӗ. Ыран, февралӗн 7-мӗшӗнче, Анат Камăра, февралӗн 8-мӗшӗнче Пӗкӗлмере, февралӗн 9-мӗшӗнче Мамадышра, февралӗн 12-мӗшӗнче Нурлатра, февралӗн 13-мӗшӗнче Елабугăра, февралӗн 14-мӗшӗнче Тури Услонра, февралӗн 16-мӗшӗнче Чистайра, февралӗн 19-20-мӗшӗсенче Хусанта, февралӗн 21-мӗшӗнче Агрызра зонăри тапхăрсем иртеççӗ. Унта хутшăнакансен икӗ тӗрӗслев конкурсӗ («Моя педагогическая находка» тата «Педагогическое мероприятие с детьми») витӗр тухмалла.
Зонăри конкурссенче чи пысăк балл пухнă 30 воспитатель пӗтӗмлетӳ тапхăрне хутшăнма тивӗçет.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев