Тутарстанра пӗлтӗр çул çитмен ачаллă 64 ăнăçсăр çемьене учета илнӗ. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн социаллă политика комитечӗн ларăвӗнче ача прависемпе ӗçлекен уполномоченнăй Светлана Захарова пӗлтернӗ.
Ача-пăча омбудсменӗ каланă тăрăх, ăнăçсăр çемьесем çинчен информаци граждансенчен, 112 номер урлă килет. Лару-тăрăва ведомствăсем хушшинчи çыхăну шайӗнче тишкерсе пулăшу кирлӗ çемьесене вăхăтра тупса палăртаççӗ.
Светлана Захарова халӗ уйрăмах ашшӗ-амăшне правасăр хăварма е чарма ыйтса килекен ыйтусем нумай пулнине пӗлтернӗ. Çакна ашшӗ-амăшӗсенчен пӗри е тăванӗсем тума пултараççӗ.
Халӗ çемьесене пулăшакан службăсем лайăхрах ӗçленине те палăртнă вăл. Пӗлтӗр вӗсем йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесем пирки информаци карточкисене унчченхинчен 10 процент ытларах ярса панине те пӗлтернӗ вăл.
Нет комментариев