Çумăр çуни – тухăç ăнса çитӗнессе
Ака уйăхӗн 20-мӗшӗ – Акулина. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк – çулла вăрманта çырла тата кăмпа ăнса пулать, пăрçа аван çитӗнет. Çумăр çуни – тухăç ăнса çитӗнессе.
Ака уйăхӗн 21-мӗшӗ – Вадим. Шапасем кваклатаççӗ пулсан сӗлӗ акма юрать. Каçпа ăшă, çӗрле лăпкă пулсан çулла шăрăх та типӗ пулать. Ирхине тӗтреллӗ пулсан – çулла çумăр нумай çăвать.
Ака уйăхӗн 22-мӗшӗ – Евпсихий. Çак кун çăлсене тасатаççӗ. Выльăх-чӗрлӗхе кӗтӗве яма пуçлаççӗ. Уяр та ăшă пулсан тухăçлă çул пулать. Çумăр çуни – кăмпа ăнса пуласса.
Ака уйăхӗн 23-мӗшӗ – Терентий. Çамрăк эрешменсем курăнчӗç-тӗк – ăшăтать. Тӳпере çăлтăр нумай – тырă ăнса çитӗнет. Вӗçен кайăксем йăва çавăраççӗ-тӗк – эппин çанталăк текех сивӗтмӗ.
Ака уйăхӗн 24-мӗшӗ – Антип. Çак кун çӗр ӗçӗ тума юрамасть, мӗн акни шăтмасть теççӗ. Çумăр çусан çулла кăмпа нумай пуçтарма карçинккасем хатӗрле. Çурçӗртен çил вӗрет пулсан – çулла сивӗ пулать.
Ака уйăхӗн 25-мӗшӗ – Василий. Çак кун çумăр çусан çулла йӗпе-сапа пуласса кӗтмелле. Кун ăшă-тăк – тухăçлă çул.
Ака уйăхӗн 26-мӗшӗ – Фомаида. Куккук хыттăн тата вăрăммăн авăтать-тӗк – ăшă кунсем çитесси инçе мар. Тӳпере çăлтăр нумай – тухăçлă çул пуласса кӗт. Кăткăсем тăрăшсах ӗçлеççӗ – аван çанталăка.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев