Çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсен запасне хуçалăхсен сахалтан та 10-14 куна хатӗрлемелле
Тӗш-тырă лаптăкӗсем сахалланаççӗ, çуллă культурăсен ӳсеççӗ, çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсен запасӗ сахалтан та икӗ эрнелӗх пулмалла, сӗт хакӗ пӗлтӗрхинчен чакнă...
Ял хуçалăх отраслӗн çак тата ытти ыйтăвӗсене июнӗн 15-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Азатович Зяббаров çураки кампанине пӗтӗмлетнӗ май уçăмлатрӗ.
Çанталăк йăлăнтармăшӗсене пăхмасăр республика çуракине ăнăçлах вӗçленӗ. Акăнакан лаптăксем пӗтӗмпе 2,5 миллион гектар, вӗсенчен 1,6-шне çуркунне акса хăварнă. Çапла вара тырă – 1,2 миллион, çуллă культурăсем – 669 (пӗлтӗрхинчен 85 пин гектар нумайрах), сахăр чӗкӗнтӗрӗ – 53,1, выльăх апачӗ 616 пиншер гектар йышăнать кăçал. Çураки çине 43 миллиард тенкӗ тăкакланă. Вӗсенчен 15,2 миллиард тенкипе удобрени (пӗр гектара 85 килограмм), 3,7 миллиарчӗпе вăрлăх, 8,8 миллиарчӗпе çунтармалли-сӗрмелли материалсемпе запас пайсем туяннă.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тăрăх, май-июнь уйăхӗсенче 45 миллиметр чухлӗ çумăр çунă кăçал, нумай çулхи вăтам кăтартуран 36 процент сахалрах ку, сывлăш температури вара нормăран 28 процент шăрăхрах. Çавăнпа çӗр ӗçченӗсем паянхи кун пӗтӗм вăя пулас тухăç йӗркелесси çине яраççӗ. Урăхла каласан, калчасене удобрени параççӗ, çумкурăкран, хурт-кăпшанкăран, чирсенчен сапаççӗ. Министр кунта вăхăтра ӗлкӗрмеллине палăртрӗ. Çак ӗçсене 3,4 миллион гектарта пурнăçлама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Хуçалăхсем шӗвӗ удобренисемпе усă курнине те палăртрӗ, типпипе танлаштарсан ӳсен-тăраншăн лайăхрах-мӗн вăл. Çакнашкал удобренипе ытларах республикăн çурçӗр енчи Атня, Кукмор, Балтаси, Арск районӗсем усă кураççӗ. Çавăнпа вӗсем пӗр гектартан вăтамран 40 центнер тырă илеççӗ те.
Вăрлăх пирки калас-тăк, ку енӗпе çӗршыв хăйне хăй туллин тивӗçтереймест-ха хальлӗхе. Кăçал та акă сахăр чӗкӗнтӗрӗн – 40, кукурузăн – 66, хӗвелçаврăнăшӗн – 57, рапсăн – 60, сойăн 84 проценчӗ кăна хамăр селекцин.
Ял хуçалăх ăнăçлă ӗçлетӗр тесен çанталăка кăна шаннин усси çук, мелиорацие аталантармалла. Ку ӗç республикăра 2010 çултанпа пырать, кăçал та кун валли 2,7 миллиард тенкӗ уйăраççӗ. Паянхи кун тӗлне шăварăнакан çӗр лаптăкӗ республикăра 37,2 пин гектар.
Кăçал çурхи акана мӗн чухлӗ техника хутшăннине те асăнмасăр иртмерӗ спикер. Республикăн хирӗсене пурӗ 11 пин трактор, 880 ака комплексӗ, 4,6 сеялкăпа 5,3 пин çӗр сухалакан-сӳрелекен техника тухнă. Техника çителӗклипе акана вăхăтра вӗçлеме пултарнă та. Вырмаччен вăхăт нумай пулсан та техникăпа йӗтем çисене паянах хатӗрлесе хумаллине те палăртрӗ министр. Июнӗн 24-26-мӗшӗсенче пӗрремӗш приемка пулӗ. Техника тенӗрен, юлашки çулсенче республика импорта хамăрăннипе тата пирӗнпе туслă çӗршывсеннипе ылмаштарасси çине пусăм тăвать. Ытларах Питер, Минск трактор завочӗсен тата «Ростсельмаш» (Дон-çи-Ростов) «Гомсельмаш» (Гомель, Беларусь) тата хамăр республика кăларакан техника туянать. Министр сăмахӗпе, экономикăри çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр патшалăх тата республика пулăшăвӗсӗр юлмасть агропромышленность комплексӗ.
Халӗ те хӗрӳ вăхăт, кашни кун шутра – хуçалăхсем выльăх апачӗ хатӗрлеме тытăннă. Кăçал пӗр ӗне пуçне 40 центнер апат единици хатӗрлемелле пирӗн. Урăхла каласан, сенаж – 3,3, силос – 3,7 миллионшар тонна тата 327 пин тонна утă хатӗрлемелле. Паянхи кун тӗлне 106,6 пин тонна нумай çул ӳсекен курăка çулнă тата 465 пин тонна сенаж хатӗрленӗ.
Тепӗр çивӗч ыйтăва та хускатмасăр хăвармарӗ спикер. Вăл – çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсем. Çӗршывра ку енӗпе юлашки вăхăтра йывăрлăхсем пурри сисӗнет. Министр сăмахӗпе, республикăн ял хуçалăх отраслӗшӗн хальлӗхе ку енӗпе йывăрлăхсем çук-ха. «Татнефть», «ТАИФ» компанисем пулăшнипе запас пур. Сăмах май, ака, выльăх апачӗ хатӗрлеме, вырма тата кӗрхи ака валли республикăна пӗтӗмпе 140 пин тонна дизель топливи кирлӗ. Кашни хуçалăха икӗ эрнерен кая мар запас тытмаллине хушнă.
Тырă лаптăкӗсене чакарни халăха хăратмалла мар, Тутарстан хăйне çителӗклӗ кăна мар, ют çӗршывсене сутмалăх та ӳстерет ăна. Паянхи кун элеваторсенче 767,4 пин тонна тырă пур. Май уйăхӗн 31-мӗшӗ тӗлне 49 çӗршыва 190 миллион долларлăх (237 пин тонна) сутнă.
Хальхи вăхăтра ял çыннисене хумхантаракан тепӗр ыйту вăл – сӗт хакӗ. Лавккасенче ӳссен те çынсенчен пухаканни чакать. Июнӗн 15-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 1 килограмм сӗт вăтамран 33,23 тенкӗччӗ (пӗлтӗр 39,95). Харпăр хуçалăхсенчен вара вăтамран 25,20 тенкӗпе (пӗлтӗр 33,06) пухаççӗ. Республикăн сӗт-çу предприятийӗсем халӗ кунне 3,9 пин тонна сӗте тирпейлеççӗ. Халăх сахал туяннипе тата сӗт-çу тирпейлекен предприятисен склачӗсенче продукци запасӗ нумайланнипе сӗт юр-варне – 6,2, ӗне çăвне – 0,5, сырпа тăпăрча 1,6 процента чакарма тивнӗ. Ку вăл пӗр Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех çапла-мӗн.
Хуть мӗнле лару-тăрăва пăхмасăр, спикер ял хуçалăхӗсенче хăрушсăрлăх тӗп вырăнта пулмаллине каларӗ. Шел, кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăн агропромышленность комплексӗнче 11 инкек пулма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, вӗсенче 5 çын вилнӗ. 12 пушар тухса 9 çурт (4-шӗ ферма çурчӗ), 3 тракторпа пӗр машина çунса кайнă. Ял çыннине нихăçан та çăмăл пулман-ха, хальхи йывăрлăхсем те иртессе шанас килет, мӗншӗн тесен ял хуçалăхӗ те пӗр вырăнта тăмасть, аталанать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев