Çурхи ака малалла малалла пырать
Май уйăхӗн 16-мӗш тӗлне Тутарстанра 1 миллион та 38 пин гектар лаптăка –пӗтӗмӗшле акмалли планăн 61 процентне акнă. Ку. Кун пирки Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ.
Паянхи кун тӗлне республикăра тыр-пул культурисен 65 процентне (506,5 пин гектар), сахăр кăшманӗн 86 процентне (46 пин гектар), хӗвелçаврăнăшăн 71 процентне (246 пин гектар) тата рапсăн 65 процентне (101 пин гектар) акнă. Унсăр пуçне 2156 гектар çӗрулмипе пахча çимӗç лартнă.
Ака ӗçӗнче муниципаллă районсен хушшинче Теччӗ районӗ яланхи пекех малта пырать, вӗсем акмалли лаптăкăн 82 процентне акнă, унтан Заинск районӗ (79 процент), кăшт каярах Спаспа Лениногорск районӗсем (76-шар процент) акнă.
Марат Зяббаров выльăх апачӗ хатӗрлекен техникăпа выльăх апачӗ упрамалли вырăнсен хатӗррине те пӗлтернӗ. Кăçал мăйракаллă шултра выльăха апатпа тивӗçтерес тесен пӗр пуç пуçне вăтамран 40 центнер выльăх апачӗ хатӗрлемелле, пурӗ 3 миллион та 200 пин тонна сенаж, 3 миллион та 660 пин тонна силос тата 32 пин тонна утă.
Тр Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пуçлăхӗ ку эрнере ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов хутшăннипе зонăри семинарсем пуçланни çинчен те пӗлтернӗ.
ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев