Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇУТĂ КӲЛӖРИ «НАРСПИ» МЕРОПРИЯТИСЕНЕ ХАСТАР ХУТШĂНАТЬ

Районти пӗртен-пӗр чăваш ялӗ хамăр халăхăн культурипе йăлисене тивӗçлӗн кăтартать

 

Районти пӗртен-пӗр чăваш ялӗ хамăр халăхăн культурипе йăлисене тивӗçлӗн кăтартать

Тутарстанăн кăнтăр-хӗвелтухăç районӗсенче пурăнакан ветерансен хушшинче «Йăла-йӗркесен чӗрӗ çиппи» фестиваль ирттересси йăлана кӗнӗ. Кăçал ăна Раççейри Педагог тата вӗрентекен çулталăкне, Тутарстанри Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă. 

Нумай пулмасть Азнакай районӗнчи Çутă Кӳлӗ ялӗнчи «Нарспи» ансамбль Элмет хулинчи Культура çуртӗнче иртнӗ фольклор ансамблӗсен фестивальне хутшăнчӗ. Мероприятие Элмет районӗн  Ӗçтăвкомӗ, районти Культура управленийӗ тата Ветерансен канашӗ йӗркеленӗ. 

Фестивале Тутарстанăн кăнтăр-хӗвелтухăç енчи 11 районти Ветерансен канашӗсем йӗркеленӗ вырăс, тутар, чăваш, мордва тата удмурт коллективӗсем хутшăнчӗç. Пурте маттур, пурте хăйсен чӗлхипе илемлӗ юрăсем шăрантарчӗç, ташларӗç, сăвă каларӗç. Пирӗннисемшӗн, паллах, Элмет районӗнчи Патраклăпа Пӳсрек чăвашӗсем интереслӗ пулчӗç. Иртнӗ ӗмӗрте, 1927 çулта, пирӗн яла çак икӗ ялтан куçса килнӗ чăвашсем йӗркелесе янă. Шел, вăхăт сахаллипе ентешсемпе чăвашла тăраниччен калаçаймарăмăр…

Кăçал хӗл хута Азнакайри Культура керменӗнче районти предприятисем хушшинче пултарулăх смотр-конкурсӗ иртрӗ. Нумаях  пулмасть, çак ăмăртăвăн гала-концерчӗ пулчӗ. Район пуçлăхӗ Марсель Шайдуллин концерта хутшăннă коллективсене тав турӗ, смотра нумайрах коллективсем хутшăнни хамăр тăван чӗлхесене, халăхсен йăлисене манма тивӗç маррине палăртрӗ. Паллах, çак смотра Çутă Кӳлӗри «Нарспи» фольклор ансамблӗ те хутшăнчӗ, диплома тивӗçрӗ.

Тепӗр савăнăçлă хыпара та пӗлтерес килет вулакана: апрелӗн 27-мӗшӗнче пирӗн ял клубӗ районти театр жанрӗсен смотрне хутшăнчӗ, «Әлдермештән Әлмәндәр» спектакль лартса пӗрремӗш вырăна тивӗç пулчӗ. Çаплах сценăна илемлетес енӗпе те  (лучшая декорация) чи мала тухрӗ. Çутă Кӳлӗри МФЦ директорӗ М.Ибрагимов вара «Арçын рольне чи лайăх вылякан» номинацире çӗнтерчӗ. 

 

Ухтияр ИЛЮХИН.

Азнакай районӗ. 

М.Ибрагимов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане