«Чын йөрәктән – От чистого сердца» конкурса пӗтӗмлетӗç
Июнӗн 26-мӗшӗнче Хусанта «Чын йөрәктән – От чистого сердца» социаллă проектăн финалӗ пулать. Мероприяти Тутарстанри Суту-илӳпе промышленность палатинче иртет. Кун пирки ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Юлия Абдеева «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.
Юлия Абдеева каланă тăрăх, конкурс «Çемье» наци проектне кӗрет, ватă çынсене, нумай ачаллă тата инвалид ача ӳстерекен çемьесене пулăшмалли май пулса тăрать. «Коммерциллӗ мар организацисемпе социаллă предпринимательсем пирӗн граждансен пурнăçне лайăхлатас тӗллевпе çӗнӗ идейăсемпе новацисем сӗнеççӗ», – палăртрӗ министр çумӗ.
ТР Суту-илӳпе промышленность палатин председателӗн канашçи Елена Агзамова Тутарстанра социаллă предпринимательствăпа коммерциллӗ мар организацисене аталантарас енӗпе комитет ӗçлени çинчен каласа пачӗ. «Эпир пӗтӗм çӗршыври лару-тăрăва тишкертӗмӗр тата ытти регионсенче парăнакан пулăшу мерисене пăхса тухрăмăр. Конкурс хутшăнакансен вăйне пӗрлештернисӗр пуçне, майӗсене анлăлатма та пулăшать», – каласа хăварчӗ Елена Агзамова.
Кăçал конкурса 38 проект хутшăннă. Шучӗ пӗлтӗрхинчен сахалтарах пулсан та конкурс географийӗ анлăланă. ТР Суту-илӳпе промышленность палатин профиллӗ комитечӗн председателӗ тата «Добрые истории» пансионатсен ертӳçи Альбина Сергеева проекта хутшăнакансем ырă чӗреллӗ çынсем пулнине, вӗсем çинчен ытларах çынна пӗлтерес килнине палăртрӗ.
Конкурс виçӗ номинаципе иртет: социаллă предпринимательсем, коммерциллӗ мар организацисем тата çемье предприятийӗ. Юлашки номинацие 2025 çулта пӗрремӗш хут конкурса кӗртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев