Çынсен сывлăхӗ пӗрремӗш вырăнта
Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗпе çыхăннă пресс-конференцисем патне тимлӗх пур енчен те пысăк, çавăнпа та вӗсем вăхăтпа вăраха тăсăлаççӗ те. Ӗнер журналистсем чиновниксене нумай ыйтусем пачӗç, хуравсем тӳрех интернет-уçлăхра саланаççӗ.
Лейла Фазлеева сăмахӗсемпе вакцинаци тума юраман (медотводлă) çынсем çаплипех ӗçе çӳрӗç, анчах та вӗсен ӗç вырăнӗнче санитарипе гигиена йӗркисене çирӗп пăхăнмалла пулать. Ӗç коллективӗнче 80 процент çын вакцианаци тутарнă пулсан та, сăлтавсăр вакцинаци тума килӗшмен мӗн пур сотрудника ӗçе кӗртмелле мар.
Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗпе çыхăннă пресс-конференцисем патне тимлӗх пур енчен те пысăк, çавăнпа та вӗсем вăхăтпа вăраха тăсăлаççӗ те. Журналистсем чиновниксене нумай ыйтусем пачӗç, тӗслӗхрен: «Спутник-лайт» вакцинăпа прививка тусан куар-код илме пулать-и?»
Ку ыйту çине Марина Патяшина хуравларӗ: «Пӗр хутчен вакцинаци тунинчен организмра коронавирусран антителосем йӗркеленмеççӗ. «Спутник-лайт» вăл ревакцинаци тăвакансем е коронавируспа чирлесе ирттернӗ çынсем валли, мӗншӗн тесен вӗсен çан-çурăмӗсенче антителосем пур, шутне кăна ӳстермелле.»
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев