Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 ÇЫРАВА ХУТШĂН ТА ЧĂВАШ ПУЛНИНЕ ПӖЛТЕР

Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ пуçланиччен пӗр эрне вăхăт юлчӗ. Ку вăхăта Тутарстанра халăх çыравне ирттерме кирлӗ ӗçсене туса çитернӗ. Халăх çыравӗн ӗçне 1185 контролер, 7108 переписчик, 58 инструктор хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе çак пысăк ӗçе республикăра 8,5 пин çын хутшăнасси паллă. Переписчиксен çурри – 48,6 проценчӗ,  вӗрентӳ заведенийӗсен сотрудникӗсем. Учительсем ӗнтӗ ялан чи яваплă халăх пулнă, ку хутӗнче те вӗсемсӗр май çук. Тепӗр 32,5 проценчӗ – тӗрлӗ учрежденисемпе предприятисен сотрудникӗсем

Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче октябрӗн 5-мӗшӗнче иртнӗ брифингра Тутарстанстат пуçлăхӗ Наталья Гатауллина пӗлтерчӗ. Журналистсемпе тӗлпулăва ТР экономика министрӗн çумӗ Роман Амирхановпа «ТР Ыркăмăллăх информаципе ресурс центрӗ» АНО ертӳçи Айрат Мубаракшин хутшăнчӗç.

Çырав мелӗсем

Контролерсем ӗçе сентябрӗн 29-мӗшӗнче пуçăнса ноябрӗн 25-мӗшӗччен ӗçлеççӗ, переписчиксем октябрӗн 15 – ноябрӗн 14-мӗшӗсенче. 

 Халăх çыравне хутшăнма виçӗ мел пур: интернет урлă патшалăх услугисен порталӗнче, çырав участокне кайса е килте переписчик килессе кӗтмелле. Çырав участокӗсем муниципаллă йӗркеленӳсенчи культура çурчӗсенче, библиотекăсенче, предприятисемпе организацисен пӳлӗмӗсенче вырнаçаççӗ. Çырав хучӗсене упрама 88 участок йӗркеленӗ, МФЦсенче 58 стационарлă участок ӗçлӗ.  

Переписчика мӗнле палласа илмелле?

Наталья Гатауллина сăмахӗсемпе, переписчика палласа илме йывăр пулмасть. Унăн хăй çумӗнче ятарлă удостоверени, планшетлă кăвак сумка, çак тӗслех жилетпа шарф, фонарь пулаççӗ. Пӗрремӗш хут çырав ӗçне волонтерсене явăçтараççӗ. Ку ӗçе хутшăнма кирлинчен те ытларах заявка килнӗ – 585, вӗсенчен 485-шне суйласа илнӗ.  Волонтерсене те ятарлă удостоверени «ВПН» (пӗтӗм Раççейри çырав) символпа палăртнă жилет тăрăх палласа илме пулӗ. Удостоверени паспортпа пӗрле кăтартсан кăна чăн шутланать. Переписчик планшечӗ çине пуçтарăнса пыракан информацие хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме «Аврора» операци системине лартнă тата геолокаци те. Ку çыравпа ӗçлекене тӗрӗслеме май парать. 

Наталья Гатауллина сăмахӗсемпе, халăха тата çырав персоналне хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессипе РФ ШӖМӗ мӗнпур кирлӗ мерăсене йышăннă.  Çырав пынă вăхăтра патруль ӗçӗ вăйланӗ. Контролерсемпе переписчиксене пурне те инкекрен страхлама йышăннă. 

Коронавирус çинчен те шутланă

Коронавирус инфекцине сарас марри çинчен те шутланă. Ку ӗçе Роспотребнадзора явăçтарнă. Çыравпа ӗçлекенсене пурне те маскăсемпе, перчеткесемпе тивӗçтереççӗ. Covid-19 инфекцие сарас маррипе çыхăннă инструкципе пурте паллашнă. Тата çакна та палăртмалла: çырав ӗçне вакцинаци тутарнă е чирленӗ хыççăн антителасем пур çынсене кăна явăçтараççӗ. Ӗçе пуçăниччен пурте пцр-тест параççӗ. 

Виçӗ тӗрлӗ çырав хучӗ

РФ Правительствин йышăнăвӗпе çырав хучӗсен виçӗ формине хатӗрленӗ. «Л» форма Раççей Федерацийӗнче тăтăш пурăнакансем валли. Унта 23 ыйту кӗнӗ: граждан арçын е хӗрарăм пулни, миçе çулти, наци, вӗренӳ, çемьеллӗ е çук, пурăнмалли тупăш çăлкуçӗ, ӗçлени тата ытти те. 

«П» форма çырав хутне çынсен пурăнмалли условийӗсемпе çыхăннă ыйтусем кӗнӗ, 10-шӗ пурăнмалли çурт типӗ çинчен – çурта хăçан тунă, унăн калăпăшӗ тата ытти те.  

«В» форма Раççейре вăхăтлăх пурăнакансем валли. Унта 7 ыйту кӗнӗ. Çавсен шутӗнче арçын е хӗрарăм пулни, миçе çулти, çӗршыва мӗн тӗллевпе килни, кунта хăçантанпа пурăнни тата ытти ыйтусем. 

Çырав хучӗсем электронли те, хут çинче пичетлени те пӗр евӗрех. 

Мӗн тума кирлӗ çырав?

Раççейре халăх çыравне вунă çулта пӗрре ирттереççӗ. Вăл çӗршывра мӗн чухлӗ çын, миçе тӗрлӗ наци мӗн чухлӗн пурăннине кăна палăртма  мар. Çырав çӗршывра пурăнакансен пурнăç условийӗсене, вӗсен пурăнас лару-тăрăвне, çав шутра тупăш енчен те хаклама май парать. Апла пулсан çӗршывăн экономика аталанăвӗн программине халăха кирлӗ пек çулпа илсе пыма пулăшать. Мӗн тумалла çӗршывра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассишӗн? Мӗнле программăсем кирлӗ? Мӗнле проблема чи çивӗччи? Çак тата ытти ыйтусене татса пама кирлӗ çырав. Çавăнпа çырава ăнланса пурин те хутшăнмалла. 

2010 çултанпа пирӗн çӗршыв нумай улшăннă. Кăçалхи çырав кил-çурт хуçалăхӗсен шучӗ, вӗсен лару-тăрăвӗ, Раççейри çемьесен пурнăç условийӗсем, çӗршыври вӗрентӳ шайӗ, наци тытăмӗпе усă куракан чӗлхесем çинчен тулли информаци пуçтарма пулăшӗ. Сăмахран, çемьепе çыхăннă ыйтусен блокӗ çӗршыври тулли мар çемьесене, пӗччен аннесене шута илсе социаллă пулăшу программисене йышăнма май парать. Пенси çулӗнчисене палăртни «активлă вăрăм ӗмӗр» программăна эффективлăрах пурнăçлама. 

Хушма ыйтусем.

Иртнӗ çыравсемпе танлаштарсан 2021 çулхи Раççейри халăх çыравӗнче улшăнусем пур. «Вӗрентӳ çинчен» РФ законне улшăнусем кӗнипе çак сферăпа çыхăннă ыйтусен блокне тӳрлетӳсем кӗртме тивнӗ. Унта «шкулчченхи вӗрентӳ» кӗнӗ, «вăтам профессилле пӗлӗве» икке пайланипе «квалификациллӗ рабочий, служащий», «вăтам звенори специалист» пулнă. Аслă пӗлӗве законпа килӗшӳллӗн «бакалавриат», «специалитет», «магистратура», «çӳллӗ квалификациллӗ кадрсем» çине пайланă. 

Пурăнма кирлӗ укçа-тенкӗ çăлкуçне палăртасси те улшăннă. Хуравсен шутӗнче: ӗç укçи, предприниматель ӗçӗнчен килекен тупăш, харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерни (самозанятость), пенси, пособи тата ытти те. 

Палăртса хăвармалла, çырав хутӗнче тупăш шайне кăтартмалла тени çук. Ӗç паракана та палăртмалла мар. Тупăш çăлкуçне çеç кăтартмалла. 

Хăв чăваш пулнине кăтарт!

Росстат кăтартăвӗсем тăрăх, кашни халăх çыравӗ хыççăн чăваш шучӗ чакса пыни курăнать. Ку çав тери пăшăрхантаракан пулăм. Халăхăмăр  пысăк хăвăртлăхпа вилсе пынине пӗлтермест-çке вăл? Чăваш халăх шучӗ чакса пынин сăлтавӗсене пурте пӗлетпӗр. Пӗрремӗшӗ – Раççей халăх çыравне ăнсăртран е шутламасăр хутшăнмасăр юлни; иккӗмӗшӗ – хулана пурăнма куçнисем хăйсене чăваш пек кăтартма пăрахни; виççӗмӗшӗ – хутăш çемьере арăм е упăшка нацилӗхӗпе пӗр кăтартни; тăваттăмӗшӗ – хутăш çемьере çуралса ӳснӗ ачасем вырăсланни; пиллӗкмӗшӗ – чăваш тесе кăтартма вăтанни. Çапла, пирӗн хушăра çакăн пек тӗттӗм çынсем те пур-ха. 

Паян пирӗн май килнӗ таран (асăрхăр: майӗсем пур!) хамăрăн наци йышне упраса хăварма тăрăшмалла. Упрасси çеç мар ун шутне ӳстересси пирӗн тӗллев. Ав, тăванла тутар халăхӗ мӗнлерех хăйшӗн кӗрешет. «Миллиард тутар» программа йышăнсах тапаçланаççӗ. Эпир мӗнрен кая? Авалхи пăлхар тăхăмӗсем мар-и хамăр? Сутăнчăк пулас марччӗ пирӗн. Атьăр пурте çырава хутшăнса хамăр чăваш пулнине ӗмӗрлӗхе историе çырса хăварар. 

Ирина ТРИФОНОВА. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев