Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчалли пӗрремӗш «КАМАЗ» автомобиль тухнăранпа 50 çул çитнине уявлама хатӗрленет

Çул-йӗр предприятийӗсем Çырчалли хулин 400 çулне тата пӗрремӗш «КАМАЗ» тухнăранпа 50 çул çитнине халалласа тематика баннерӗсене хула урамӗсенк вырнаçтарма тытăннă.

Юбилей плакачӗсене хулари обществăлла транспортсен павильонӗсене вырнаçтарма тытăннă та ӗнтӗ. Çаплах Раскольников урамӗнчи «Майдан», «Пляж», «Набережная», «38-й комплекс», «Чаллы Яр» чарăнусем çӗнелнине те курма пулать, кун çинчен helny-izvest.ru сайт пӗлтерет. Çул-йӗр бригадисем хулана уяв атмосфери кӗртес ӗçе малалла тăсаççӗ. Хальхи вăхăтра 485 ялав хулана илем кӳрет те ӗнтӗ.

Аса илтеретпӗр, историлле çак датăна халалланă мероприятисем çулталăкӗпех иртеççӗ. Юбилее Çырчаллинче августăн 22-мӗшӗнче анлăн паллă тăваççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество