Çырчаллинчи пӗр арçынна çăварăрта çӗртекен хăрушă чир тупрăмăр, шăлăрсене имплантпа улăштармалла тесе 17 (!) сывă шăлне кăларса янă тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Çапла майпа рассрочка çыртарса илнӗ 700 пин тенкисӗр юлнă вăл. 4 имплант лартнă хыççăнах урăх йышăнма пăрахнă. Çакăн пек ултавçăсен аллине лекес мар тесен кун пек чух диагноза тепӗр тухтăр патӗнче тӗрӗсленсе çирӗплетме ӳркенмелле мар.
Нет комментариев