Çырчаллисем паян ирпе ирех шурă юр айӗнчен сарă юр курăннине асăрханă та тӳрех сăн ӳкерсе социаллă сетьсене вырнаçтарма пуçланă.
Кунта юр ӗнер кăна ларнине кура вăл мӗншӗн тăрук сарăхнă-ха? Сăлтавӗ тепӗр пилӗк кунран кăна паллă пулать иккен-ха.
Тутарстанăн Гидрометеорологипе тавралăх мониторингӗн управленийӗ тата ТР Экологи министерствин специалисчӗсем юр пробине илнӗ, сăлтавне тӗпчеççӗ тесе хыпарлать АифХусан. ТР Гидрометцентрӗ ноябрӗн 21-мӗшӗнче 13:00 сехетрен пуçласа ноябрӗн 22-мӗшӗнче ирхине 7:00 сехетчен Çырчаллинче атмофера сывлăшӗ вараланнине асăрханине хăйӗн сайтӗнче асăнман. (Сăнӳкерчӗк tvchelny. ru сайтран).
Нет комментариев