Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинчи «Чӗкеç» ансамбль Санкт-Петербургри Акатуя хутшăннă

Çырчаллинчи «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗ нумай пулмасть Санкт-Петербургра иртнӗ Акатуя кайса килнӗ. Вăл июнӗн 8-мӗшӗнче Раççейӗн çурçӗрти тӗп хулинчи «Малиновка» паркра иртнӗ.

Асăнса хăвармалла — мероприятие Санкт-Петербургри Нацисен хушшинчи хутшăнусемпе миграци политикине аталантарассин комитечӗ тӗрев панипе Национальноçсен Çурчӗ, Красногвардейски районӗн администрацийӗ, Красногвардейски Культура центрӗ, вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗ ирттернӗ. 


Уявра «Героями своими гордимся» фестиваль-конкурс йӗркеленӗччӗ. «Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ унта Пушкăртстан чăвашӗсен «И шывӗ сарлака» халăхӗ юррине юрласа (ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Р. А. Хайбуллинан постановки) Гран-прие тивӗçрӗ. 


Санкт-Петербургри ЧНКА пайташӗ, «Юрату» вокал ансамблӗн ертӳçи Мария Кондратьева Тутарстанри Çырчалли хулинчен килнӗ чăвашсен пултарулăхне хакласа çапла каларӗ: «Тутарстанран килнӗ „Чӗкеç“ ансамбль сцена çине тухсан кашниех сире тимлӗ сăнарӗ. Эсир тӳрех куракансемпе йӗркелӳçӗсен тимлӗхне çӗнсе илтӗр. Уява ертсе пыракан театр тата кино актерӗ, „БУФ“ театр сценарисчӗ Федор Смольянинов сирӗн коллективпа питӗ интересленчӗ, „Чӗкеç“ çинчен ытларах пӗлес тесе тӗрлӗ ыйтусем парсах тăчӗ. Сирӗн ансамблӗн профессилӗхне пысăк хак пачӗ». 


Тепӗр кун «Чӗкеç» 28916-мӗш çар чаçӗнчи салтаксене пӗр сехетлӗх концерт лартса панă. Унта çырчаллисем çар çыннисене чăваш, вырăс, тутар юррисемпе, илемлӗ ташăсемпе савăнтарнă. 


Раççей кунне халалласа ирттернӗ концерта хутшăннăшăн 28916-мӗш çар чаçӗн командованийӗ «Чӗкеç» ансамблӗн кашни артистне Тав хучӗ парса чысланă. Салтаксем вăрмантан тата çаран çинчен пухса парнеленӗ чечек çыххи вара çырчаллисемшӗн чи хаклă парне пекех пулнă. 


Е. Кондюкова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев