Çырчаллинчи гарнизонра «Паттăрлăх эрни» пуçланнă
Хусанти Раççей ШӖМӗн юридици институчӗн Çырчаллинчи филиалӗн курсанчӗсем йӗрке хуралçисем патӗнче хăнара пулнă.
Хулари Управлени музейӗнче çамрăксем ШӖМ ветеранӗпе Эльвира Анваровна Харисовăпа тӗл пулнă. Отставкăри милици подполковникӗ ачасене экспертра, каярах ТР ШӖМӗн центрӗн ертӳçинче ӗçленӗ вăхăтра пулса иртнӗ пулăмсем çинчен каласа панă. Студентсем унран уголовлă ӗçсем çинчен, вӗсене уçса пама хутшăнни çинчен ыйтса пӗлнӗ.
Чечен вăрçин ветеранӗпе Ахмат Альтапович Набиуллинпа тата Ту çи Карабахри хирӗçтăрăва хутшăннă отставкăри подполковникпа Георгий Николаевич Моканпа тӗл пулни те курсантсемшӗн лайăх тӗслӗх пулнă.
Ветерансем çамрăксене салтаксен чи лайăх пахалăхӗсем – паттăрлăх, чăтăмлăх тата пархатарлăх, çар присягине çирӗп тытăнса пыни çинчен каласа панă.
Çавăн пекех хăнасем гарнизон мӗнлерех йӗркеленипе, йӗрке хуралӗнче тӗрлӗ вăхăтра ӗçленӗ паттăрӗсемпе тата тӗрлӗ çулсенче усă курнă приборсемпе хатӗрсемпе паллашнă.
ТР ШӖМӗн пресс-службин căнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев