Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинче масар пуçлăхӗ хулара пурăнакансене тăванӗсене пытарнăшăн ытларах тӳлеме хистенӗ

Автохулара «Горкоммунхоз» МУПăн хула масарӗн пуçлăхне виçӗ уголовнăй статьяпа айăплаççӗ. Следстви версийӗпе, вăл хула çыннисене ритуал çăмăллăхӗсене кӳме хăйне пăхăнса тăракан фирмăсемпе килӗшӳсем çирӗплетме хистенӗ.

Полицейскисем палăртнă тăрăх, 2020-2021 çулсенче айăпланакан вилнӗ çыннăн тăванӗсене ытти шăтăк чавакансенсем сӗнекен ӗçе йышăнассинчен ултавпа пăрса янă, имӗш, вӗсем хаксене юри чакараççӗ тесе. Вӗсем вырăнне хăйӗн фирмисене сӗннӗ. Çынсем килӗшмесен вăл шăтăк чавма ирӗк памассипе хăратнă. Вилнисен тăванӗсен ирӗксӗрех суеççӗ сӗнекен условисемпе килӗшме тивнӗ.

Çавăн пекех правона хӳтӗлекен органсен ӗçченӗсем масар пуçлăхӗ «Горкоммунхоз» МУПăн пӳлӗмӗсенче ирӗклӗн усă курма юраман видеокамерăсен икӗ комплектне вырнаçтарнине палăртнă. Айăпланакан хăй айăпне йышăнман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев