Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Дамир Фаттахов шучĕпе ҫамрӑксен хӑйсен шухӑшне пӗлтерме майсем пулмалла

Кун ҫинчен вӑл креативлӑ индустрисен "Штаб" резиденцийӗнче иртнӗ "Обществопа политика институчӗсен кризисӗ" ятлӑ дискуссисен сессийĕнче каланӑ

 "Ман шутпа, диалогпа калаҫу валли площадкӑсем кирлӗ, вӗсем нумайрах пулсан, обществӑра проблемӑсем сахалтарах пулаҫҫӗ. Ҫынсем калаҫса килӗшейменнипе нумай йывӑрлӑх пухӑнать. Ку хӑнӑху вара искусство пекех", – тенӗ ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ.
Вӑл Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен парламентӗнчи лару-тӑрӑва тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем ҫак органа ҫынсем суйланман, ҫӳлтен лартӑнакан пулнине аса илтернӗ. Дамир Фаттахов ҫак ыйтӑва республика Правительствин шайне ҫӗкленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫак органа суйламалли ҫинчен йышӑну кӑларнӑ.
Фаттахов дискуссие хутшӑннӑ ҫамрӑксене хӑйсен сӗнӗвӗсене Ҫамрӑксен министерствине яма сӗннӗ. Министр вӗсене пӑхса тухма шантарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев