Декабрӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче СПИДа хирӗç кӗрешмелли куна 33-мӗш хут паллă турӗ
Çак чире асăрханăранпа ӗнтӗ 40 çул иртсе кайрӗ. Унтанпа ученăйсем иммунитета аркатакан вируса тӗпчеме« унпа кӗрешме вӗренсе çитрӗç. Чире ертнӗ çынсен пурнăçне вăраха тăсма та пултарать хальхи медицина. Анчах та вирус ВИЧ сарăлма сарăнмасть. Ăна ертнӗ çынсем çаплипех дискриминациленеççӗ.
Паянхи кун тӗнчере 43 миллион çын çын ВИЧ-статуслă. Çулсерен çак хисеп 2 миллион çынна хушăнса пырать. Тутарстана илсен, пирӗн республикăра та кăтартусем улшăнса пыраççӗ. 2021 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне диспансер учетӗнче 15234 ВИЧ-инфекциллӗ çын тăрать.
Декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 10-мӗшӗччен Тутарстанра «Тест для победы» социаллă проект ирттереççӗ. Хусанта Декабрӗн 6-7-мӗшӗсенче Пушкина урамӗнчи 11-мӗш çурт çывăхӗнчи «Сехет» палăкӗ патӗнче 11:00 сехетрен пуçласа 17:00 сехетчен ВИЧ-статуса пӗлмелли тӳлевсӗр анонимлă экспрес-тест пама пулать. Декабрӗн 8-мӗшӗнче Петербургская 1 çурт патӗнче çав вăхăтрах медиксем анализсем илӗç. Декабрӗн 9-мӗшӗсенче Пушкин урамӗнчи 11-мӗш çурт çывăхӗнчи «Сехет» палăкӗ патӗнче ӗçлӗ экспрес-лаборатори. Декабрӗн 10-мӗшӗнче Пушкина урамӗнче те, Перетбургская урамӗнче те тест иртме май пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев