Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Декабрӗн 13-мӗшӗнче паттăрсене чыслаççӗ

Хусанти Б. Рамеев ячӗллӗ IT-паркра декабрӗн 13-мӗшӗнче «Герой нашего времени» тата «Форум маленьких героев» премисене пӗтӗмлетеççӗ, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби. Паттăрсене чыслас церемони «Наш Татарстан» çамрăксен республика форумӗн шайӗнче иртет.

Чыславра Раççей Геройӗсен, Тутарстанран хăйсен ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайнă паттăрсен, Раççейӗн çӗнӗ территорийӗсенче пурăнакансене пулăшакансен паттăрлăхӗ пирки каласа парӗç.

Кăçалхи лауреатсенчен пӗри — Çырчаллинче пурăнакан Валерий Тигр. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан вăл хăйӗн пӗтӗм пурлăхне сутнă та мобилизаципе кайнисене тата вӗсен çемйисене пулăшма тытăннă. Хăй те СВОна каясшăн пулнă, анчах та ковидпа йывăр чирленипе ӳпкин 92 проценчӗ сиенленнипе ăна унта яман. Çавăнпа вăл май килнӗ таран кунтан пулăшать СВОри ентешсене.

Мамадышра пурăнакан Юрис Шакуров та наградăна тивӗçнисен йышӗнче кăçал. Вăл мунчасем туса ятарлă çар операцийӗн зонине ăсатать. Юрис тунă куçса çӳрекен мунчара харăсах 5 салтак çăвăнма пултарать-мӗн.

«Герой нашего времени» номинаци çӗнтерӳçи Виктор Стрижко чӗре чирӗпе аптранине пăхмасăрах пăрлă шывран путакан хӗрарăма çăлнă.

Пӗкӗлме хулинчи полицейски Рустам Сафин çурта пӗтӗм енчен ярса илнӗ çулăма пăхмасăрах унта кӗрсе кинемие вилӗмрен çăлнă. Ешӗлварта пурăнакан 15 çулти Егор Белов ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли укçа пуçтарса панă. Хусанти пӗр шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Степан поезд вакунӗсем çумне çыхса хунă йытă çурисене хăтарнă. Кукмор районӗнчи 17-ри Даниль Ахметгалиев хăйӗн пурнăçне шеллемесӗр путакан хӗрачана çăлнă. Паттăр çамрăкăн ашшӗпе амăшне те чыслаççӗ церемонире.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев