Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Декабрӗн 31-мӗшӗнчен тытăнса январӗн 11-мӗшӗччен республикăра 116 пушар тухнă

Килте пирус туртнипе тухнă пушарта çунса вилнӗ 5 çынран пурте ӳсӗр пулнă.

Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче йӗрке тата пушар хуралӗсем вăйлатнă режимпа ӗçлерӗç. Паллă ӗнтӗ чи пысăк тимлӗх профилактика çине пулчӗ. МЧС сотрудникӗсем Çӗнӗ çул тата Раштав уявӗсем иртекен, халăх нумай пухăнакан ытти вырăнсенче пушар тухасран сыхă тăни пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче паян иртнӗ брифингра Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Максим Трущин пӗлтерчӗ.

Мероприятисем вара çак кунсенче республикипех нумай пулчӗç. Уявсем пуçланас умӗн МЧС ӗçченӗсем кашни учрежденире пулса эвакуацилемелли çулсене, пушар тухнине систерекен, шыв памалли хатӗрсен юсавлăхне тӗрӗсленӗ.

ТР Министрсен Кабинечӗн пушара хирӗç ятарлă режим пирки Постановленийӗпе килӗшӳллӗн, 2025 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗнчен тытăнса январӗн 11-мӗшӗччен пиротехника хатӗрӗсемпе промышленность объекчӗсенчен, транспорт инфраструктуринчен, топливăпа энергетика комплексӗсенчен – 500, пурăнмалли çурт-йӗр, ял хуçалăх комплексӗсенчен, халăх нумай пухăнакан вырăнсенчен, кил-çуртсенчен 30 метртан çывăхрах усă курма чарнă. Кун валли ятарлă 927 вырăн уйăрнă. Шел, инструкцие вулама вӗренейменнисем халӗ те тупăнаççӗ-ха, кăçал та акă пиротехникăпа усă курнă чух 6 çын аманнă. Пиротехника хатӗрӗсене сутас йӗркене пăснă 10 сутуçă енӗпе административлă ӗç пуçарнă.

Çăлавçăсем Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче 3 пин нумай хваттерлӗ тата 38 пин харпăр çуртра пурăнакан нумай ачаллă, ватăсем пур тата ăнăçсăр çемьесем патне çитсе килнӗ.

Çак мерăсене пăхмасăр декабрӗн 31-мӗшӗнчен тытăнса январӗн 11-мӗшӗччен республикăра пурӗ 116 пушар тухнă. Вӗсенче 5 çын вилнӗ, 9 çын суранланнă. Тӗпрен илсен, пушарсем хваттерсемпе харпăр çуртсенче тухнă. Инкексенчен 50 проценчӗ электрооборудованипе тӗрӗс усă курманнипе, 22,4 проценчӗ вутпа асăрханманнипе, тепӗр 19,8 проценчӗ кăмакапа тӗрӗс усă курманнипе пулнă. Асăннă 5 çын та акă килте ӳсӗрле пирус туртнипе тухнă пушарта çунса вилнӗ.

Çитес кунсенче каллех çанталăк сивӗтессине пӗлтереççӗ. Çавăнпа Максим Трущин граждансене пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма, килте ачасене хăйсене кăна хăвармалла маррине тата электроприборсене çӗрлене сӳнтермеллине асăрхаттарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество