Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Десантниксем Шаймиева хӑйсен йышне илнӗ

Минтимер Шариповича хисеплӗ ята памалли ҫинчен калакан хушӑва "Боевое братство" организацин председателӗ Борис Громов алӑ пуснӑ. Кӑкӑр паллипе чысланӑ чухне Рустам Минниханов ҫавӑн пекех Громов янӑ саламлӑ телеграммӑна та вуласа панӑ

Тутарстан Республикин Патшалӑх советникне Минтимер Шаймиева паян «Почетный член Всероссийской организации Боевое братство» хисеплӗ ята панӑ. Кӑкӑр паллине тата удостоверенине вӑл Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановран илнӗ.

 Шаймиева чыслас церемони Тутарстанӑн Антитерроризм комиссийӗн ларӑвӗ умӗн иртнӗ.

Минтимер Шариповича хисеплӗ ята памалли ҫинчен калакан хушӑва "Боевое братство" организацин председателӗ Борис Громов алӑ пуснӑ. Кӑкӑр паллипе чысланӑ чухне Рустам Минниханов ҫавӑн пекех Громов янӑ саламлӑ телеграммӑна та вуласа панӑ.

"Хисеплӗ Минтимер Шарипович! 

Афганистанри йывӑр вӑрҫӑ витер иртнӗ салтаксем, сержантсем, офицерсемпе генералсем Сире ветерансен социаллӑ проблемисене татса пама пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ. Таймапуҫ Сире", – тенӗ телеграммӑра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев