Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Диспансеризаци çыннăн пурнăçне упраса хăварма пулăшать

Диспансеризаци иртни 2025 çулта республикăра çӗр пин ытла чир тупса палăртма пулăшнă. Тухтăрсем ытларах юн çаврăнăшӗн системин чирӗсене, усал шыççа, сахăр диабетне тата сывлав органӗсен вăраха кайнă чирӗсене диагноз лартнă. Шăпах çавăнпа кăçал профилактикăна вăйлатма, тӗпчевсене анлăлатма йышăннă. Унччен вăл медосмотр пек пулнă пулсан, халӗ – симптомсем палăриччен хăрушлăха иртерех тупса палăртмалли тулли тытăм.

Юн тымарӗсен чирӗсене тупса палăртасси  – тӗп çӗнӗлӗхсенчен пӗри. 18-40 çулсенчи çынсем биохими анализӗ унччен те панă, анчах кăçалтан

организмри ылмашăну  мӗнле хăвăрт иртнине тӗрӗслеме тытăнӗç. Ку  атеросклероз чирне тупма пулăшать, пурнăç йӗркине улăштарса çиенчех сипленме май туса парать.

Хӗрарăм сывлăхне тӗрӗслессинче те самай улшăнусем кӗртнӗ. Репродуктивлă диспансеризаци шайӗнче 21 çултан пуçласа 49 çулчченхи хӗрарăмсене пилӗк çулта пӗрре онкогенлă пысăк хăрушлăхлă çын папилломи вирусне (вирус папилломы человека) тӗрӗслӗç – çакă усал шыççа  профилактикăлассинче пӗлтерӗшлӗ утăм пулса тăрать.

Тепӗр çӗнӗлӗх – дистанциллӗ диспансер сăнавӗ. Пысăк юн пусăмӗпе  тата диабет чирӗпе аптракансене тухтăрсем дистанцилле сăнаса тăрӗç.

Кăçал диспансеризаци 1987, 1990, 1993, 1996, 1999, 2002, 2005 тата 2008 çулта  çуралнисем тухма пултараççӗ.  Хӗрӗх е ытларах тултарнисем тӗрӗслевӗ кашни çул иртме пулать. Камăн çуралнă çулӗ диспансеризаци иртес планра çук, вăл профилактика медтӗрӗслевне иртме пултарать. Çакна тума гражданинăн хăйӗн участок терапевчӗ патне çырăнмалла.

Диспансеризаци тухакансен ҫирӗплетнӗ вырăнти поликлиникăна ҫитмелле, ОМС полисӗ, СНИЛС тата РФ гражданинӗн паспортне илме манмалла мар. Регистратурăра, телефонпа колл-центра шăнкăравласан диспансеризаци иртес йӗркене тӗплӗн ăнлантарса парӗç.

Диспансеризаци чир-чӗр диагностикин чи эффективлă мелӗсенчен пӗри пулса тăрать. Вăл амаланса пыракан чире вăхăтлă тупса палăртма май парса çыннăн пурнăçне упраса хăварма пулăшать. Ăна «Продолжительная и активная жизнь» тата  «Семья»  наци проекчӗсем шайӗнче тӳлевсӗр иртме пулать.

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: диспансеризация #ЗдоровьеТатарстан