Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланӑ

Хусанти «Казань Экспо» курав центрӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунне халалланӑ мероприятире чăваш вĕрентекенне чысланă.

Церемоние Тутарстан Республикин Раисĕ  Рустам Минниханов тата ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев хутшӑннă.

Мероприятие 750 ытла çын, çав шутра  республикӑри мӗнпур районтан учительсем, вӗрентӳ организацийӗсен ертӳçисем, Тутарстан Республикин Правительствин пайташӗсем, муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуçлӑхӗсем, çавӑн пекех вӗрентӳ сферин представителĕсем хутшӑннă. Çак кун вӗрентӳ тытӑмне аталантарма самай тӳпе хывнӑ чи лайӑх вӗрентекенсемпе вӗрентӳ организацийӗсен ертӳçисене патшалӑх тата ведомство наградисемпе чыслас церемони те иртнĕ.

Награда илекенсен хушшинче чăвашсем те пулнă. Аксу районĕнчи Кивĕ Ӳселĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулĕн историпе обществознани вӗрентекенне  Борис Андреевич Захарова «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланӑ. Борис Андреевич хӑйӗн вӗренекенӗсемпе çулсерен республикӑри тата Пӗтӗм Раççейри чылай конкурссене хутшӑнать.Кашни çул унăн вĕренекенĕсем  «Жить, помня о корнях своих» краеведени ӗçӗсен республикӑ конкурсӗнче çӗнтерӳçӗсемпе призерсем пулса тăраççӗ.

Борис Андреевича тава тивӗçлӗ наградӑпа саламлатпӑр! Малашне те професси ӗçӗнче çитӗнӳсем тума  сунатпӑр!

 Сăнӳкерчӗксем rais.tatarstan.ru сайтран тата Б.Захаров харпăр архивĕнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника