«Единая Россия» суйлавçăсемпе аван ӗçлет
Тутарстанра суйлав кунӗ мӗнле иртнине социологсем пӗтӗмлетрӗç
Тутарстанра суйлав кунӗ мӗнле иртнине социологсем пӗтӗмлетрӗç
ХФУ Социаллă философи наукисен тата массăллă коммуникацмисен институчӗн директорӗн наука ӗçӗпе çумӗ Мария Ефлова тата политтехнолог, «Теория Дарвина» агентствăн генеральнăй директорӗ Владимир Кутилов пресс-конференцире пулчӗç.
Чи малтанах социологсем суйлава суйлавçăсенчен 69,8 проценчӗ хăйӗн сассине вăл е ку партишӗн панине пӗлтерчӗç. Экзитпол паян сасăласа тухакансемпе ыйтăм ирттернӗ, камшăн сасăланипе интересленнӗ. Пӗтӗмлетӳсем çапларах: «Новые люди» парти — 4,3 процент, ЛДПР — 4,8 процент, «Справедливая Россия — Патриоты — За правду» — 3,3 процент, КПРФ — 10,8 процент, «Единая Россия» — 75,7 процент. Социологсен шучӗпе кунта партисем хăйсемшӗн сасăлакансемпе мӗнлерех ӗçлени, вӗсене суйлава хутшăнма агитацилени курăнать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев