ЕГЭ балӗсене ӳстерме ултавçăсем кăна сӗнеççӗ
Çырусене ултавçăсем аслă шкул тата колледжсен ячӗпе яраççӗ-мӗн. Вӗсенче ОГЭ тата ЕГЭ экзаменӗсен балӗсене лайăхлатмалли е çӗнӗрен экзамен тыма пулăшакан «кирлӗ çын» пур тесе шантараççӗ, суя «апелляци» пама сӗнеççӗ.
Шулӗксем шкул ачисене пӗрлехи патшалăх экзаменӗсен балӗсене ӳстермелли мелсем пур тесе улталанă тӗслӗхсем çӗршывра йышланнине РИА Новости хыпарӗсем çине таянса tatarstan24.tv пӗлтерет. Çырусене ултавçăсем аслă шкул тата колледжсен ячӗпе яраççӗ-мӗн. Вӗсенче ОГЭ тата ЕГЭ экзаменӗсен балӗсене лайăхлатма, «апелляци» пама сӗнеççӗ. Аслă шкулта вырăн йышăнмашкăн янă ссылкăсем тăрăх кӗме ыйтаççӗ. Çавăнпа тепӗр хут аса илтеретпӗр, вӗрентӳ учрежденийӗсем кунашкал хыпарсем нихăçан та ямаççӗ. Тата ан манăр, кун пек ултавçăсен аллине лексен вӗçертмеççӗ. Вӗсем лайăх психологсем, туман преступленисемшӗн явап тыттарассипе хăратса хăйсен усал ӗçӗсене явăçтарма пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев