Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Екатерина Картамышева кашниншӗн пăшăрханать, вӗсен сывă та сывлăхпа таврăнмалла пултăр тет

Нурлат районӗнчи Чиешни ялӗнче пурăнакан ‎Екатерина Картамышева ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ывăлӗн Викторăн юлташӗсене посылкăсем ярсах тăрать. Картамышевсен çемйи ывăлӗ вилнӗ хыпара питӗ йывăррăн йышăннă. Урăхла пулма та пултараймасть, çак вăрçăра вӗсем хăйсен кил-йыш тӗрӗкне çухатнă, ниепле те ыратма пăрахмасть ашшӗ-амăшӗн чӗри.

Ултă ачаллă çемьере Виктор виççӗмӗш çуралнă, пӗртен-пӗр ывăл пулнă. Нурлатри аграри техникумне пӗтернӗ. Хӗсметре тăнă хыççăн малтан Нурлатра, кайран Хусанта ӗçлесе пурăннă. 2023 çулта РФ Оборона министерствипе контракт çырса ятарлă çар операцине кайнă.

«Паллах, эпир ăна ярасшăн марччӗ. Вăл пире пур çӗрте те пулăшса тăратчӗ. Пӗрремӗш хут контракт çырассине пӗлсен унăн çар билетне пытарса хутăм. Анчах ывăлăм хăйӗн шухăшӗнчен пăрăнмарӗ, документăн дубликатне туса хăйӗн тивӗçне пурнăçларӗ. Танксене пемелли ракетчиксен взводӗнче тăрса Крыма хӳтӗлеме хутшăнчӗ, кайран вӗсен бригадине ятарлă çар операцин зонине ячӗç. Кӗске отпускра икӗ хут пулчӗ, юлашкинчен март уйăхӗнче килнӗччӗ. Ун чухне эпӗ ăна тутлă кукăльсем пӗçерсе тата чак-чак парса ятăм. «Вӗçех аван пулать», – терӗ, ывăлăм», – аса илет уйрăлу самантне амăшӗ.

Викторăн çарти тусӗсем çемьепе çыхăну тытсах тăраççӗ. Пӗрре мар ывăлӗн юлташӗсем Картамышевсене укçа-тенкӗпе пулăшнă, мӗн кирлипе йăлтах тивӗçтереççӗ.

Картамышевсем те салтаксене тимлӗхсӗр хăвармаççӗ. Çемье вӗсене пиллӗкмӗш хут почтă урлă посылка ярать. Тӗтӗмленӗ тата тăварланă сало, кăлпасси, кирлӗ эмелсем, чак-чак, перчетке, нуски тата ытти япаласене ярсах тăраççӗ.

 «Посылка икӗ эрне хушшинче çитет, 9 кун хушшинче çитни те пулнă. Посылкăна илсен атьсем çитрӗ тесе сăнӳкерчӗк туса яраççӗ. Вӗсенчен хыпар илсен питӗ савăнатпăр, хамăн ача валли янă пекех туйăнать. Пӗрремӗш кунсенче манăн ачана та çакăн пек пулăшакансем пулнă, халӗ эпир пулăшатпăр».

Картамышевсем халь тимлӗхсӗр мар, вӗсен хӗрӗсем, кӗрӳшӗсем тата 9 мăнукӗ пур. Анчах хумханмалли те çук мар, Нурлатра пурăнакан хӗрӗн упăшки хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнать. Нумаях пулмасть вăл отпуска килсе кайнă.

 «Кашнишӗн пăшăрханатăп, вӗсен сывă та сывлăхпа таврăнмалла пултăр. Вӗсем камăн-тăр ывăлӗ, упăшки, çывăх тăванӗ. Посылкăсене, хам сывă пулсан, урасем çӳресен, пуçтарса тăратăпах. Хальхи вăхăтра  теприне пуçтарма пуçларăм. Эпӗ вӗсене пулăшма тивӗçлӗ!» – тет Екатерина Картамышева.

Лилия МУБАРАКШИНА материалӗ тăрăх хатӗрленӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем