Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Экият» «Ылтăн Масакăшăн» кӗрешет

Мускав Кӗпӗрне театрӗн сцени çинчен «Экият» пуканесен театрӗн «Материнское поле» спектакльне кăтартаççӗ

 

Апрелӗн 3-мӗшӗнче мускавсем, Раççейӗн тӗп хулин хăнисем Чингиз Айтматов повеçӗ тăрăх лартнă питӗ чуна пырса тивмелле, çепӗç, черчен истори çинчен каласа паракан «Материнское поле» спектакле пăхӗç. Постановкăна 2025 çулта «Ылтăн Маска» театр премине тивӗçнӗ Ильгиз Зайниев режиссер лартнă. Музыкине Миляуша Хайруллина çырнă, ӳнерçи Сергей Рябинин.

Спектакль «Ылтăн Маска» театр премийӗн 32-мӗш конкурс программине кӗнӗ, шăп çак сăлтавпа тухаççӗ те хусансем Мускав сцени çине.

«Материнское поле» спектакле совет халăхне халалланă гимн, çӗнтерӳçӗ-халăха тав туса хывнă гимн пек йышăнмалла. Ăна пурин те пӗлмелле. Спектакль пынă вăхăтра амăшӗн вӗçсӗр-хӗрсӗр юратăвӗ çинчен те, ăрусен татăлми çыхăнăвӗ çинчен те, тăван çӗрӗн вăйне çынсем туйни, йышăнни çинчен.

Кăçал Тутарстанран «Экият» «Ылтăн Маска» илме номинацие тăнă пӗртен пӗр театр. Ку пысăк чыс та яваплăх та.

«Материнское поле» спектакль 2025 çулăн «Тантана» («Триумф») республикăн театр премийӗн «Пысăк формăллă чи лайăх спектакль» номинаци çӗнтерӳçи. Кунсăр пуçне И.Зайниев постановки Ӗпхӳре иртнӗ «Курсак-фест» Халăхсен хушшинчи пуканесен фестивалӗнче «Чи лайăх спектакль» номинацире Гран-при илнӗ.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Театр