Экологири наци проекчӗсем малалла ӗçлӗç, ячӗсем кăна улшăнӗç
Улшăнусем пирки «Тутарстан – çитӗнӳсен республики» пресс-тур вăхăтӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков каласа панă.
Республикăра «Экология» наци проекчӗ вырăнне «Экологическое благополучие» наци проекчӗ хута каять.
«2024 çулта «Экология» наци проекчӗ вӗçленет. РФ Президенчӗн Владимир Путинăн хушăвӗпе ун вырăнне çӗне программа ӗçлеме тытăнӗ», – каланă Александр Шадриков.
Ултă çул хушшинче республикăра 60,5 миллиард тенкӗлӗх 1125 экологи мероприяти ирттернӗ. Çуп-çап полигонӗсене рекультиваци тума, сывлăшпа шыв-шура тасатма янă укçана федераципе регион бюджетӗнчен кăна мар, республикăри предприятисем те уйăрнă.
«Анат Кама водохранилищинчен ӗлӗкрех нефть уçланă вырăнти юрăхсăра тухнă пăрăхсене кăларнипе çырмана нефть лӗкесрен сыхласа хăвартăмăр. Анчах кунта та проблема пулмарӗ мар – нефть пăрăхӗсем камăн пулнине тупмаллаччӗ», – палăртнă министр.
«Атăла сыватасси» тата «Уникаллă шыв объекчӗсене сыхласа хăварасси» федераллă проектсен вырăнне «Раççей шывӗсем» федераллă проект пурнăçланӗ.
Тутарстанра 18 миллард тенкӗ уйăрнă укçапа çырмасене юхса тухакан шыв-шура, çырансене тасатӗç, гидротехника сооруженийӗсем тăвӗç.
Çырчалли тăрăхӗнчи Мелекеска юханшывӗпе Хусанти Ноксăпа Казанка те малаллах тасатма палăртнă.
«Чистая страна» проект вырăнне 2025 çулта «Генеральная уборка» проект пулать. Ку проект шайӗнче Самосырово патӗнчи çӳп-çап полигонне рекультивациленӗ.
Сăнӳкерчӗксем eco.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев