Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экономикӑна уралантарасшӑн

Продукцине сертефикацилеме ӑна халӑхсем хушшинчи суту-илӳн электронлӑ площадкисене вырнаҫтарма пулӑшаҫҫӗ

Тутарстанӑн экономика министерстви экономикӑна ура ҫине тӑратас тӗллевпе бизнес валли хушма пулӑшу мелӗсем хатӗрленӗ. Мерӑсен ҫӗнӗ пакечӗ усламҫӑсен анлӑ аудиторине парӑнать.
Экономика секторӗнче ял, вӑрман хуҫалӑх, тирпейлев производствин, информаципе ҫыхӑну тата ытти сферӑсенче вӑй хуракан организацисем патшалӑх тӗревне илме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех институт пӗтерсе ӗҫ пуҫласа яракансене те, апатлантару сферинче тӑрӑшакансене те, промышленность паркӗсен резиденчӗсемпе управляющи компанисене те, экспорт валли ӗҫлекен пӗчӗк тата вӑтам бизнес структурисене те пулӑшу сӗнеҫҫӗ.
"Развитие" микрофинанс продукчӗ тӑрӑх бизнесмен 1-рен пуҫласа 5 млн тенкӗ таранччен микрозайм илеет. Унӑн вӑхӑчӗ 3 уйӑхран пуҫласа 24 уйӑх таран. Процент ставки – Центробанкӑн тӗп ставкин ҫурри.
Унсӑр пуҫне экспортерсен презентаци тата ытти материалӗсене ют чӗлхесене куҫарса пулӑшӗҫ. Продукцине сертефикацилеме ӑна халӑхсем хушшинчи суту-илӳн электронлӑ площадкисене вырнаҫтарма пулӑшаҫҫӗ.
Ку енӗпе ТР Экономика министерстви ҫумӗнчи  Экспорт аталанӑвӗн центрӗ" лайӑх ӗҫлет.
Хальхи вӑхӑтра интернет урлӑ суту-илӳ туни бизнесшӑн приоритетлӑ шутланать. Продукцине электронлӑ площадкӑсем урлӑ сутакан усламҫӑсене финанс пулӑшӑвӗ те, консультацисем те парӑнаҫҫӗ. Ҫакнашкал усламҫӑсемшӗн тӳлевсӗр вӗрентӳ семинарӗсем йӗркеленеҫҫӗ.
Микрозаймсен ячӗсем те калӑпӑшӗсем те тӗрлӗрен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев