Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елабуга чăвашӗсем тепӗр тӗлпулура çӗнӗ пуçлăх суйласа тумалли ӗçсене палăртма калаçса татăлчӗç

Чăваш халăх тумӗн авалхи коллекцийӗпе Елабугăра пурăнакансем январӗн 19-мӗшӗнченех паллашаççӗ. Чăваш наци музейӗн куравӗ пуян та анлă. 140 япаларан тăракан капăр тумсене Елабугăри патшалăх музей-заповедникӗн курав залӗнче вырнаçтарнă.

Февралӗн 3-мӗшӗнче унта Елабугăри чăвашсем пуçтарăнчӗç. Вӗсем çак хулара çуралса ӳснӗ Алена Чернова пуçарăвӗпе пухăннă. Алена Кабардино-Балкарири чăвашсен «Нарспи» центрне ертсе пырать.


Çак тӗлпулăва Хусанти хăнасем те килнӗччӗ — ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев тата паллă художник Юрий Капитонов. Курав залне кӗриччен вӗсем малтан Марина Цветаева пурăннă çуртăн ăш-чиккипе паллашрӗç, Иван Шишкин çуралнă вырăнта пулса курчӗç, унăн ӳкерчӗкӗсене хак пачӗç.


Вырăнти чăвашсене тӗрӗ историйӗ тата пӗлтерӗшӗ çинчен курав залӗн ӗçченӗ Эдуард Брусков каласа ăнлантарчӗ. Вăл çынсем эрешсене çутçанталăкран илнине тӗслӗхсемпе çирӗплетрӗ. Питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ экспозиципе курав уйрăмӗн специалисчӗ тӗлпулăва. 


Константин Малышев чăваш эрешӗсен историне халăхăн кун-çулӗпе, вăл куçса çӳренӗ вырăнсемпе çыхăнтарса ăнлантарса пачӗ. Хӗрарăмсен тумӗнче мӗншӗн кӗмӗл нумай пулни пирки каласа пачӗ. Тӗлпулу питӗ кăмăллăн иртрӗ. Курава килнӗ чăвашсем хăйсен килӗнче упранакан капăрлăхсене илсе килнӗ, вӗсен историйӗ çинен каласа пачӗç. Аксу районӗнче туйсем мӗнле ирттернине те пӗлтӗмӗр çак кун. 


Пухăннисем Елабугăри Чăваш наципе культура центрне аталантарас ыйтăва та хускатрӗç. Тепӗр тӗлпулура çӗнӗ пуçлăх суйласа тумалли ӗçсене палăртма калаçса татăлчӗç. 


А. Чернова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев