Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елабуга çывăхӗнче çынсем лартнă автобус аварие лекнӗ

Раççей Следстви Комитечӗн председателӗн хушăвӗпе Елабуга çывăхӗнче вахта автобусӗ фура çине пырса тăрăннă хыççăн икӗ статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă: «Хăрушсăрлăх требованийӗсене пăхăнман услугăсемпе тивӗçтерни» тата «Çул-йӗр правилисене пăсни».

Раççей Следстви Комитечӗн Тутарстанри Следстви управленийӗн ертӳçин пулăшаканӗ Андрей Шептицкий пӗлтернӗ тăрăх, следком пуçлăхӗ ӗç расследованине тимлӗхе илнӗ, пулса иртнин мӗн пур обстоятельствисене тӗпчесе палăртма хушнă.

Паян ирхине 7 сехетре Тутарстанра вахта автобусӗ фура çине пырса кӗнӗ. Аварире 21 çын суранланнă, пӗр çын вилнӗ. Аманнă çынсене Çырчаллинчи Васкавлă медицина пулăшăвӗн больницине илсе çитернӗ.

Следстви малтанласа палăртнă тăрăх, авари автобус водителӗ руль умӗнче çывăрса кайнипе пулнă.

Евгений Илюхин ярса панă сăнӳкерчӗксем  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев