Елабугăра 12 тата 3-ри ачасем пушартан тухайман...
Мартăн 15-мӗшӗнче Елабугăри харпăр çуртра 12 тата 3-ри ачасем çунса вилнине пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Икӗ хутлă çурт тата картишре ларнă икӗ çăмăл машина тӗпӗ-йӗрӗпех çунса кайнă.
Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, çуртра 4 ачаллă çемье пурăннă. Пушар çӗрле 00. 30 сехетре тухнă, килте çав вăхăтра ашшӗ виçӗ ачипе пулнă, амăшӗ вара тепӗр ачипе ӗçпе кайнă. Кил хуçи çунакан çуртран 8-ти ачине кăна кăларса ӗлкӗрнӗ. Пиçнӗскерсене иккӗшне те больницăнах ăсатма тивнӗ.
Пушара сӳнтернӗ хыççăн çăлавçăсем çуртра 12 тата 3-ри ачасен виллине тупнă. Ятарлă службăсем инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. Ӗçе прокуратура хăй тимлӗхне илнӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР Прокуратурин сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев