Елабугăра Спас ярмăркки иртет
Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан июлӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа августăн 2-мӗшӗччен, Елабугӑра XVII Пӗтӗм Раҫҫейри Спас ярмăркки пулать. Тӗп вырӑнта ал ӗç ӑстисен куравӗсем. Раççейӗн 16 субъекчӗнчи 700 ытла ăста хӑйсен продукцине кӑтартӗ.

Хутшӑнакан регионсен шутӗнче кăçал Тутарстансăр пуçне Пушкӑртстан, Марий Эл, Удмурт, Чӑваш республикисем, Пермь крайӗ, Алтай, Свердловск тата Челябинск, Владимир, Кострома, Чулхула, Рязань облаçӗсем тата ыттисем те.

Ярмăрккӑра эрешлӗ капӑрлӑхсемпе наци костюмӗсем, керамика тата гжель, художествӑллӑ йывӑҫран, металран, сӑранран ăсталанă япаласем, мамӑк тутӑрсем, алӑпа тунӑ пусма-тавар, татăк-кӗсӗкрен çӗленӗ илемлӗ таварсем, пушӑтран, кӗленчерен, металл карҫинккинчен тата хӑва хуллисенчен тунӑ япаласем курма, туянма май пулӗ.
Суздальтен, Ижевскран, Пермьрен, Хусантан тата ытти хуласенчен килнӗ артистсем тата фольклор ансамблӗсем вара ярмăрккăна килнисене хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç.

«Вдохновение» автор юррисен фестивалӗ вара Спас ярмăрккин программинче уйрăм вырăн йышăнать. Унӑн хедлайнерӗсем кӑҫал Илья Оленев (Санкт-Петербург) тата Валерий Боков (Хусан). Юрăсен тӗп тематики хальхинче – ҫемье, Тӑван ҫӗршыв тата этем хаклӑхӗсем ҫинчен лирикӑлла тата патриотизмлӑ композицисем.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев