Елчĕкре Олег Мустаева халалласа фестиваль иртрĕ
Купăсçăсем Чăваш Енрен, Тутарстанран, Ульяновск, Пенза, Челябинск облаçӗсенчен, Мускавран килсе çитнӗ
Апрелӗн 12-мӗшӗнче Чăваш Енри Елчӗкре Олег Мустаева асăнса хуткупăс калакансен фестивалӗ иртрӗ. Ӗнтӗ икӗ çул ытла вăл пирӗнпе пӗрле çук. Фестивале Чăваш Республикинчи купăсçăсемсӗр пуçне халăх юратнă инструментпа кӗвӗ кăларакан ăстасем Тутарстан Республикинчен, Ульяновск, Пенза, Челябинск облаçӗсенчен, Мускавран килсе çитнӗ.
«40 ытла заявка!» — хумханса каларӗ чăваш ялавӗ пек сарă кӗпе тăхăннă илемлӗ хӗрарăм. Те савăнать, те кулянать районти Культура çурчӗн директорӗ Вера Панкратова? Хумханать. Фестиваль пуçланма çур сехет юлсан, вăл иртекен вырăна тӗрлӗ енчен футлярпа купăс йăтнă арçынсем васканине курма интереслӗччӗ. «Кунта эпир паян нумайлăха...» — вӗлтлетрӗ пуçра шухăш. Чăнах, çапла килсе тухрӗ те: каçпа 17.00 сехетре пуçланса мешехе 23.00-ре вӗçленчӗ, Ульяновск вăхăчӗпе çӗрле 12-ре.
Малтан пурте урама тухса сăн ӳкерӗнчӗç, унтан фестивалӗн хисеплӗ хăнисем сăмах каларӗç, тата маларах Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ Олег Мустаев çинчен телефильм кăтартрӗç.
Сцена çине пултаруллă ачасем пӗрин хыççăн тепри купăс йăта-йăта тухрӗç: ушкăнпа та, пӗчченшерӗн те, юрласа та, юрламасăр та — пурте илемлӗ кӗвӗ кăларма тăрăшаççӗ. Жюрире — культурăпа çыхăннă çынсем, вӗсене юрама йывăр. Хут купăс каласси — чăвашсен хушшинче пур ӳсӗм валли те — вырăнлă япала пулмалла. Унсăрăн мӗнле ăнлантарăн 10-ри арçын ачапа 82-ри мучейӗн ăнтăлăвӗпе чун туртăмӗ пӗр пек пулнине?
Арçынсем, хӗрарăмсем, дуэтсем, триосем, ушкăнсем, çемье ансамблӗсем — кам кăна çук! Мустаев ячӗллӗ фестивальте пурин те çӗнтерес килет. Калакансем баянпа та, тальян купăсӗпе те, параппанпа та, балалайкăпа та кӗвӗ кăлараççӗ. Чăвашла кӗвӗсем кăна мар, вырăслисем те, тутарлисем те. Патăрьел районӗнчен килнӗ Анатолий Гаврилов куракансене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Василий Агапкинăн паллă «Прощание Славянки» маршне купăспа калама пулнине эпӗ хам курман пулсан — ӗненместӗмччӗ. Çак юрăшăн баян кнопкисем сахал пек туйăнаççӗ, кунта ăста кивӗ «Чайкăпа» çӳçенмелле кӗвве кăларать. Мӗнлерех калать тата! Пур вӗт чăвашсен хушшинче те чăн-чăн талантсем, пур!
Фестивале хутшăнакансенчен нумайăшӗ Олег Мустаевăн юратнă юррисене юрларӗç. Çавăнпа та пилӗк сехет хушшинче пӗр пек кӗвӗсем тӗл пулкаланăшăн эпир кӳренмерӗмӗр.
Куççуль кăларса юрлакансем те пулчӗç. Асаилӳсем чӗрӗ-ха. Чӗре çумӗнче Олег Николаевич. «Пирӗн автономире халӗ те ăна аса илмесӗр кун иртмест», — терӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Бабайкин. Тепӗр Владимир Бабайкин — Пăва районӗнчи Альших ялӗнче çуралса халӗ Шупашкарта пурăнаканскер — сцена çинчен Анна Никонорова çырнă «Ах, аннеçӗм, анне» юрра шăрантарчӗ. Пăвара пурăнакан Наталья Ракова залри халăха юрлаттарчӗ. Çӗпрелӗнчен килсе çитнӗ триона Владимир Токмаков ертсе пычӗ. Вӗсем тӳрех виçӗ юрă юрларӗç, пӗрне — вырăсла.
Фестивалӗн тӗп парнине, айфона, Челябинскран килсе çитнӗ Артемий Тельцов çӗнче илчӗ. Вăл Атăл тăрăхӗнчи халăхсен ташă кӗввисене каласа тӗлӗнтерчӗ.
Елчӗк муниципаллă округӗн пуçлăхӗ Леонард Левый та пурччӗ куракансен хушшинче. Вăл хутшăнакансене тав тунă май, хăйӗн сăмахӗнче Олег Мустаевăн чăн-чăнлăхне, пысăк çынлăхне палăртса хăварчӗ.
«Пурнăç иккӗ килмест, ӗмӗр вӗçсӗр пулмасть», — татăлас пек юрлатчӗ Мустаев. Пурнан пурнăçра пирӗн тăван халăхшăн ытларах ырă ӗçсем туса юлмалла. Ӗмӗр иккӗ килмест. Анчах та хисеплӗ çыннăмăра асăнса çакнашкал пысăк фестивальсем, тӗлпулусем ирттерни, ăна спорт ăмăртăвӗсем халаллани — унăн çутă сăнарне çынсем хушшинче пурăнма иккӗмӗш ӗмӗр парать.
Константин МАЛЫШЕВ.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата «Елчӗк ен» хаçатăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев