Елена Аксупи Кивӗ Ӳсел шкулӗнче хăнара пулнă
Апрелӗн 7-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел шкулӗнче Елена Аксупи çыравçăпа тӗлпулу иртрӗ. Елена Геннадиевна – пирӗн ентеш, Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетне пӗтернӗ хыççăн Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçачӗн редакцийӗнче ӗçлеме пуçланă. Тӗп ӗçрен пушă вăхăтра талантлă ентешӗмӗр литературăра хăйӗн пултарулăхне туптать – калавсем çырать.

Елена Аксупи – Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен, РФ Писательсен союзӗн Чăваш Республикинчи уйрăмӗн пайташӗ. Пилӗк кӗнеке авторӗ вăл.
Тӗлпулура Елена Геннадиевна хăйӗн пурнăçӗпе творчествăри ӗçӗ-хӗлӗ пирки, калавсене еплерех çырни çинчен каласа пачӗ. Хăйлавӗсенчи сăнарсене пурне те тенӗ пекех пурнăçран илнине пӗлтерчӗ. «Ман калавсен теми – ахаль çыннăн шăпи», – терӗ вăл.

Паллă çыравçă шкул библиотекине хăйӗн кӗнекисене, «Канаш» тата «Сувар» хаçатсене парнелерӗ. Вӗрентекенсене вара «Кил умӗнчи лаша» кӗнекине пачӗ.
Ман шутпа, çакнашкал тӗлпулусем ачасене кӗнеке нумайрах вулама хавхалантараççӗ, тен, кам-тăр пулас професси пирки те шутлама пуçлать паллă çынпа тӗл пулсан.

Хамăрăн хаклă хăнана эпир çитӗнекен ăрăва кӗнеке-хаçат вулама хавхалантарнăшăн чӗререн тав тăватпăр, çирӗп сывлăх, профессире малалшне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр. Çӗнӗ хайлавсем çырăнсах тăччăр, вулакансенчен тата та нумайрах ăшă сăмахсем илтмелле пултăр.
Лидия ЧЕРНОВА.
Аксу районӗ,
Кивӗ Ӳсел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев