Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Элкел районӗнче шăши юсне тӗл пулнă

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн районти уйрăмӗн пуçлăхӗ сунара çӳремелли вырăнсене пăхса çаврăннă чух шăши юсне курнине пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.

Чӗрчун юр ларнă уçланкăра çӳренӗ. Шурăскер пулнипе асăрхама та йывăр пулнă ăна, анчах хăйне çын курнине курсан вăл сăн ӳкерӗнме тăнă.

Шăши юсӗ пӗчӗк чӗрчун. Унăн йывăрăшӗ 200 граммран, амисен 120 граммран ытла мар. Вӗсем вăхăта шăши шăтăкӗсенче ирттерме кăмăлланипе çӗр çине сайра хутра çеç тухаççӗ. Çын çине тискер кайăк тапăнмасть, анчах ăна тытма хăтлансан, вăл хăйне хӳтӗлесе çыртма пултарнине асăрхаттарать ведомствăн пресс-служби.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Биоресурс