Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элмет ачисем аманнисене пулăшаççӗ

Элмет хулинчи 5-мӗш номерлӗ гимназире вӗренекенсем технологи урокӗсенче ятарлă çар операцине хутшăнса аманнă, халӗ госпитальте сипленекенсем валли пижамăсем çӗлеççӗ. Ачасем уроксем хыççăн та юлаççӗ ӗçе вăхăтра пурнăçлас тесе. Кирлӗ материалсене ашшӗ-амăшӗсем туянса панă.

Паянхи кун тӗлне вӗренекенсем 124 пижама çӗлесе госпитальсене ăсатнă. Кашни пижама çумне шкул ачисем тата ăшă чăлхапа шоколад та хунă, кӗсйисене çыру çырса чикнӗ.

Кунсăр пуçне Элмет ачисем аманнисене кирлӗ ытти япаласем те çӗлеççӗ. Гимнази директорӗ Венера Багаутдинова каланă тăрăх, паянхи кун тӗлне 165 простынь, 230 минтер пичӗ, 150 трусси, алă çине çыхмалли 180 повязка, 2 палатка тата 4 хӳтӗлекен накидка çӗленӗ.

«Татар-информ» материалӗсем тăрăх.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем