Элмет районӗнче юр çунипе темиçе аслă çула хупма тивнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Элмет районӗнче юр çунипе темиçе аслă çула хупма тивнӗ

Тутарстанра çанталăк тăрук пăсăлнипе хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе автобуссемпе тиевлӗ машинăсене темиçе аслă çулпа çӳреме вăхăтлăха чарнине пӗлтерет Тутарстанăн патшалăх автоинспекцийӗ.

Алексеевски – Элмет тӳлевлӗ çулăн 114-мӗш километрӗнчен пуçласа 143-мӗш клометрӗ таран участока (Элмет район территорийӗ) хупнă.

Хусан – Оренбург – Акбулак – Казахстан Республикин чикки Р-239 трассăн 131-249 километрӗсен (Чистайран Элмет таран) участокӗнче те çакăн пек чару паян 8:30 сехетрен вăйра.

Метеорологи условийӗсем паян ытти районсенче те пăсăлас хăрушлăх пысăк, çавăнпа Тутарстанăн патшалăх автоинспекцийӗ республикăн автомобилисчӗсене пур-çукшăнах вăрăм çула тухма сӗнмест. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).


общество

Нет комментариев