Элметре СВО салтакӗн амăшне улталанă
СВОри ывăлӗ тахçантанпа çыхăнăва тухманнине пӗлнӗ 48-ти арçын шыраса тупма шантарса салтак амăшӗн 36300 тенкӗ укçине илнӗ.
Пӗлтӗр октябрьте килсе хăй пулăшăвне сӗннӗ вăл. Документсем туса ывăлне çартан хăтарма пулăшакан çыннисем пур имӗш. Ниçта та ӗçлеменскерӗн тепӗр хулана кайма укçи çуккипе салтак амăшӗ ăна 3000 тенкӗ куçарнă. Тепӗр кун Ростова кайма тесе тата 8000 тенкӗ панă. Темиçе кунран килсе ывăлӗпе тӗл пулнине, ăна çартан яччăр тесен Хусана ФСБна каяссине каланă тата 2500 тенкӗ çул укçи илнӗ. Çапла кашни кун тӗрлӗ сăлтавпа укçа ыйтнă. Ывăлне часрах курас ӗмӗтпе пурăнакан анне хăйне улталанине ноябрь уйăхӗн вӗçӗнче çар комиссариатне чӗнтерсе ывăлӗ хыпарсăр çухални çинчен каланă хыççăн пӗлнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев