Александр Коновалов сăмахӗсемпе, пыл салтаксемшӗн шăпах кӗркуннепе хӗллехи тапхăрта усăллă: ку вăл витамин та, эмел те, калорисем те. Фронтри салтаксене пулăшмалла е пулăшмалла марри пирки ыйту тăман.
«Мӗнпе пулăшма пултараятăп-ха эпӗ? Хам доброволец пек кайсан, тен манăн пек сывлăхпа пӗрер эрне пурăнайăттăм унта. Вӗлле хурчӗсемпе вара пулăшма пултаратăп», – тесе пӗлтернӗ Александр. Паха продукта ăсатма Чистай хулинчи волонтер Динар Ахметзянов пулăшать.
«Çитес çул эпӗ пӗр тонна пыл ăсатма палăртатăп. Анчах та банкăсемпе йывăртарах. Ун чухлӗ пыла тултармашкăн манăн банка çитмест, вӗсене туянмалла пулать. Пыла хӗллехи вăхăтра ăсатсан авантарах, вăл çăралса каять, банки ванасран та хăрушă мар, çуллахипе танлаштараймастăн», – тесе пӗлтернӗ утарçă.
Нет комментариев