Элшелсем Çуллахи Микулара
Çӗнӗ хыпарсем

Элшелсем Çуллахи Микулара

Çуллахи Микуларан çу пуçланать тенӗ ӗлӗк. Пăва районӗнчи элшелсем çакна асра тытса май уйăхӗн 22-мӗшӗнче Çуллахи Микулана паллă тунă.

Асатте-асаннесен йăлипе вӗсем ăна вăйă каласа пуçланă. Пăва район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, вăйă картине ватти-вӗттине те тăнă. Çапла майпа вӗсем авалхи йăлана сыхласа хăварма тăрăшаççӗ. Уява Пăва хулинчи «Каскад» çамрăксен ушкăнӗ юрă-ташăпа савăнтарнă. (Сăнӳкерчӗк район хаçачӗн сайтӗнчен).

 


общество

Нет комментариев