Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫемье ҫулталӑкӗнче Тутарстанра нумай ачаллӑ ҫемьесем 48 хваттер илнӗ

2025 ҫулта пилӗк ачаран сахал мар ӳстерекен ҫемьесене тӳлевсӗр хваттер пама палӑртса хунӑ.

Иртнӗ ҫулта республикӑра 28 нумай ачаллӑ ҫемье тӳлевсӗр пурӗ 48 хваттер илнӗ. Кун пирки ТР Раисӗ ҫумӗнчи Патшалӑх кил-ҫурт фончӗн пресс-служби пӗлтерет. 

Нумай ачаллӑ ҫемьесене тӳлевсӗр хваттер пани "Жилье и городская среда" наци проекчӗн задачисене тивӗҫтерет. 

Хваттерсем соципотека ҫурчӗсенче вырнаҫнӑ, пурӑнма хатӗр, вӗсенче юсав ӗҫӗсене туса хӑтлӑх кӗртнӗ, пурӑнма  чи кирлӗ япаласемпе - сантехникӑпа, электричествопа тата газпа ӗҫлекен плитасемпе, пушар сигнализацийӗн датчикӗсемпе тивӗҫтернӗ. 

2025 ҫулта пилӗк ачаран сахал мар ӳстерекен тепӗр 24 ҫемьене тӳлевсӗр хваттер пама палӑртса хунӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство