Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Емелькинсемпе çӗмӗртлӗсем салтаксем валли маскировка сетки çыхаççӗ

Аксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхне кӗрекен ялсенче пурăнакансен те ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшӗн чунӗсем ыратаççӗ. Районти волонтерсене гуманитари пулăшăвӗ пухса пама унччен те нумай пулăшнă-ха вӗсем. Нумай пулмасть вара тата Çӗмӗртлӗпе Емелькинăра пурăнакан хастарсем маскировка сетки çыхма вӗреннӗ.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшать халăх. Ку ырă ӗçе пач та хутшăнман пӗр ялпа хула та çук пулӗ. Пӗрисем Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен ентешсем валли хăвăрт пăсăлман апат-çимӗç хатӗрлеççӗ, теприсем куллен кирлӗ япаласем туянса параççӗ, аппасемпе кинемисем ăшă чăлха-алсиш çыхаççӗ, ачасем çырусем çыраççӗ, теприсем хатӗрленӗ гуманитари пулăшăвне СВО зонине çитереççӗ... Пултарнă таран кашни тăрăшать, пулас çӗнтерӗве тӳпе кӗртме ăнтăлать. 

Аксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхне кӗрекен ялсенче пурăнакансен те ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшӗн чунӗсем ыратаççӗ. Районти волонтерсене гуманитари пулăшăвӗ пухса пама унччен те нумай пулăшнă-ха вӗсем. Нумай пулмасть вара тата Çӗмӗртлӗпе Емелькинăра пурăнакан хастарсем маскировка сетки çыхма вӗреннӗ. 


Ӗçе пуçласси кăна вӗт — тытăнсан каять. Емелькинăри Культура çурчӗн директорӗ Альфия Гаврилова пуçарнă ку пархатарлă ӗçе. Павел Павлов станок туса панă. Малтан сетка çыхас ӗçӗн вăрттăнлăхӗсене Унтакшăри библиотекăн заведующийӗ Галина Харитонова килсе вӗрентнӗ, унăн ку енӗпе опыт пысăк — унтакшăсем маларахах маскировка сетки çыхма пуçланă. Емелькино шкулӗн вӗрентекенӗ Надежда Маркова вара сеткăна еплерех вӗçлемеллипе паллаштарнă. 


Малтан сетка çыхакансен шучӗ сахалрах пулнă-тăк, кунсерен хушăнсах пынă. Ун пек ырă ӗç туни пирки хыпар ялсенче хăвăрт сарăлать çав — хӗрарăмсем пӗрин хыççăн тепри çӳреме пуçланă Культура çуртне. Пӗрремӗш сеткăна тăватă кунра çыхса пӗтернӗ те Альфия Камиловна ăна хăйех Аксури волонтерсене леçсе панă. «Емелькинсемпе çӗмӗртлӗсем, эсир маттурсем! Тавах сире хамăрăн ятарлă çар операцийӗнчи ентешсем валли паха сетка çыхса панăшăн!» — ырланă вӗсене райцентрта. 


Çынна хавхалантарма нумай кирлӗ-им? Ырă сăмах тата тăрăшарах ӗçлеме хистенӗ ăстасене. Ик-виç кунра тем пысăкăш сеткăсем çыхса пӗтерме тытăннă хайхискерсем. Икшер сменăпах вăй хунă хӗрарăмсем: ирхинерен кăнтăрлаччен тата каçхине. Пенсионерсем, культура ӗçченӗсем, ял хутлăхӗн администрацийӗнче тăрăшакансем, почтальонсем, вӗрентекенсем, Росгосстрах ӗçченӗсем — Çӗмӗртлӗрен 17-ӗн, Емелькинăран 26-ăн, çавăн пекех Çӗньялтан Емелькинăна ӗçе çӳрекен библиотекарь — хастар хутшăннă сетка çыхма. Çӗнӗ çулччен 6 пысăк маскировка сетки çыхса ăсатнă. Емелькино шкулӗн директорӗ Алексей Никитин тата Çӗмӗртлӗре пурăнакан дальнебойщик Николай Шуркин сетка çыхма материал кӳрсе панă, Анатолийпе Дмитрий Гавриловсем хатӗр сеткăсене Аксăва леçнӗ. 


«Вăй — пӗрлӗхре», — тесе ахальтен каламаççӗ пуль çав. Пӗрле темле ӗç те тума пулать. Пысăк тăрăшулăхпа çыхнă маскировка сеткисем Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен салтаксене питӗ кирлӗ, çавна Емелькино ял хутлăхӗнче пурăнакан аппасемпе кинемисем питӗ аван ăнланаççӗ, çавăнпа çӗнтерӗве çывхартма пӗтӗм кăмăлтан тăрăшаççӗ те. 


А. Гаврилова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем