Эпикăллă роман паян та чӗррисенчен чӗрри
Декабрӗн 5-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăхакадеми драма театрӗнче премьера пулчӗ! Куракансем ыйтнипе Никофор Мранька çырнă «Ӗмӗр сакки сарлака» роман тăрăх Наталия Сергеева режиссер çак ятпах спектакль лартнă
Декабрӗн 5-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăхакадеми драма театрӗнче премьера пулчӗ! Куракансем ыйтнипе Никофор Мранька çырнă «Ӗмӗр сакки сарлака» роман тăрăх Наталия Сергеева режиссер çак ятпах спектакль лартнă.
1972 çулта К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Никифор Мранькан классика пулса историе кӗнӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» романне сцена çине кăларнăччӗ ӗнтӗ. 50 çултан театр таврăннă çак пысăк ӗç патне. Çакна тума сăлтавсем нумай пулнине асăннă Наталия Алексеевна, анчах чи пысăк сăлтавӗ — куракан ыйтни. Çакă ӗнетӗ авторăн мухтавӗ, творчествăри чи пӗлтерӗшлӗ çитӗнӗвӗ! Сывă-и вăл, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайнă-и, çакна пăхмасăр — вулакан, куракан унăн хайлавне çивӗч йышăнать, юратать.
Романри ӗçсем ӗмӗр каялла пулса иртсен те унта хускатнă ыйтусем вилӗмсӗр — паян кун та çивӗч тăраççӗ.
Премьера хыççăн куракансен пӗрремӗш хаклавӗ те çакнах çирӗплетет. Спектакле çӳллӗ шайра ларитни, артистсем ăста выляни чăваш классикӗн ӗçне çӗнӗ сывлăш вӗрсе кӗртет, чӗртсе тăратать. Куракансем çакна савăнса йышăннă, çинех тата кăтартма ыйтнă. Çавăнпа декабрӗн 21-мӗшӗнче «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакле тата кăтартма декабрь уйăхӗн репертуарне кӗртнӗ.
Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев